Кашни çемьере майлах пулса иртекен ирхи ÿкерчĕк. Упăшка ыйхăран вăранса кухньăна кĕрет. Унта вара газ плити умĕнче саппун çакнă мăшăрĕ çемье валли ирхи апат хатĕрлет: пĕр плити çинче яшка пиçет, теприн çинче чей вĕрет, сĕтел çинче – касса хунă çăкăр, улма-çырла т. ыт. те. Упăшки çине пăхмасăрах хĕрарăм хăйĕнпе хăй калаçса кофе шырать: «Ăçта кайса кĕчĕ-ха манăн кофе?»
Çак вăхăтра кил хуçи мăшăрне пĕлсе пулăшни аван пулмалла. Апат-çимĕç пĕçермех кĕрсе каймасан та, ăна валли ирхи кофе хатĕрлесе пани хĕрарăмшăн черетлĕ ĕç кунĕнчи пĕрремĕш çăмăллăх пулĕ. Упăшки хатĕрлесе панă кофе хĕрарăма лăплантарать, кăмăлне уçать, çемçетет. Вăл кофе ĕçнĕ вăхăтра эсир газ плитине сăнăр: нимĕн те вĕресе каçса ан кайтăр. 5 минут иртсенех савнă мăшăр хатĕрлесе панă ирхи кофе хĕрарăма пурнăç çине урăхларах пăхма пулăшать. Çапла вара черетлĕ ĕç кунĕ умĕн мăшăр хушшинчи хутшăну та çирĕпленет. Килĕшÿллĕ пуçланнă ĕç кунĕ ăнăçлă, тухăçлă иртессе шанма та пулать.
Алла САМСОНОВА.
Август 2026 |
