Калайкасси ялĕнче «Ниме – халăх бюджечĕ» программăпа усă курса кивĕ шыв башнине çĕннипе улăштарчĕç. Çак ялшăн ку питех те пысăк ĕç пулчĕ.
1986 çулта тунă башня самай кивелме ĕлкĕрнĕччĕ, ăна тахçанах çĕнетме вăхăт çитнĕ. Çавна май вăл шывпа кирлĕ пек тивĕçтерме пултарайман, уйрăмах çуллахи тапхăрта. Çынсем шывсăр ларни те пулнă. Халĕ вара шыв башни Калайкасси шкулне, ялти çуртсене те тивĕçтерет. Калайкассисем текех шывсăр лармĕç. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 2 млн та 279 пин тенкĕ ытла. Ăна валли республика бюджетĕнчен 1 млн та 200 пин тенкĕ ытла уйăрнă, вырăнти бюджетран – 752 пин пин тенкĕ ытла. Халăх тÿпи – 227 пин те 992 тенкĕ. Пĕрле кăна кăткăс ыйтусене татса пама пулать.
Август 2026 |
