Чăвашла калаçма вĕрентекен кĕнеке

Категория: Общество Опубликовано: 13.08.2026, 13:35 Просмотров: 15

«Кала-ха, тăван чĕлхемĕм, мĕн тăвăп эпĕ сансăр? Мĕнле юрлăп эпĕ сансăр? Мĕнле пурăнăп эпĕ сансăр? Маншăн эсĕ – хĕвел, пурăнас кунăм, сывлăшăм, ирĕкĕм. Маншăн эсĕ – анне чунĕ, тăван халăх чысĕ, хавалĕ…» – тенĕ Валем Ахун çыравçă. Чăваш чĕлхи – Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисенчен пĕри. Ăна ача сачĕсенче, вăтам тата аслă шкулсенче вĕрентеççĕ.

Иван Яковлевпа Петĕр Хусанкай чĕлхине хăй тĕллĕн алла илес текенсем валли вара Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть «Эпĕ чăвашла вĕренетĕп. Я учу чувашский язык» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕсем – Тамара Артемьевăпа Галина Брусова, редакторĕ – Надежда Вечеркина. Кĕнекен тĕп тĕллевĕсем – чăваш чĕлхин грамматика структурипе кĕскен паллаштарасси; ансат пуплев конструкцийĕсем тума, чăвашла вулама вĕрентесси; йывăрах мар текстсене ăнланма, калаçу чĕлхине чухлама хăнăхтарасси. Материала çирĕм çичĕ занятие пайланă. Кашнине тишкерме икшер сехет уйăрнă. Пĕрремĕшĕнче сасăсем çинчен каласа кăтартнă, чăваш алфавитне илсе панă. Кăларăмра çавăн пекех сăмахсенчи пусăма, падежсене, пуплев пайĕсене тата ытти саманта тимлĕх уйăрнă. Грамматика материалне ăша хывнă хыççăн чĕлхе вĕренекен ансат текстсене ăнланма, вулама тата куçарма пултарĕ, çăмăл диалогсене те хутшăнайĕ. Чăваш чĕлхин уйрăмлăхĕсене те шута илмелле паллах. Чăвашсем кам тесе çынна, Турра, мифологи сăнарĕсене çеç калаççĕ, чĕр чунсем пирки сăмах пынă чухне мĕн тесе ыйтаççĕ. Чĕлхене хăй тĕллĕн вĕренме пулăшакан кĕнекене теори материалĕ, харпăр хăй тĕллĕн тумалли ĕçсем, вулав тексчĕсем кĕнĕ. Вĕсене йĕркипе тишкерме те, кирлине кăна суйласа илме те пулать. Кăларăмпа тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче те усă курма пултараççĕ.

Ольга ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6