Нумаях пулмасть Етĕрне округĕнче «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче округсем хушшинче шахматла командăпа выляса турнир иртрĕ. Унта аслă çулхи çынсем вăй виçрĕç. Пĕтĕмпе 9 команда пулчĕ. Кашни команда çĕнтерÿшĕн тăрăшрĕ.
Муркаш округĕнчи пенсионерсем те çак ăмăртăва хутшăнчĕç. Пĕрремĕш команда йышĕнче Юнкăпуçĕнчи Николай Ефремов, Йÿçкассинчи Николай Соловьев, Турханти Валентина Петрова пулчĕç. Иккĕмĕш командăра – анаткассисем – Радонеж Кузнецов, Анатолий Пастухов тата Раиса Пастухова. Çак йыша пенсионерсен пĕрлĕхĕн округри уйрăмĕн ертÿçи Петр Скворцов ертсе пычĕ. Муркашсем ăмăртура пуринчен те хастаррине çирĕплетме пултарчĕç. Пĕрремĕш команда пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çĕнтерÿçĕ командăна куçса çÿрекен кубокпа чысларĕç. Муркашсем – маттурсем! Петр Скворцов турнира хутшăнакансене пурне те тав турĕ. Пенсионерсем тăтăшах тĕрлĕ шайри шашка-шахмат ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, ытти округа тухса çÿреççĕ, хамăр патра та йĕркелеççĕ. Кăçал Шетмĕпуçĕнче тата Турайĕнче шахмат ăмăртăвĕсем ирттерчĕç. Нумаях пулмасть, июлĕн 16-мĕшĕнче, Етĕрнере турнир иртрĕ. Унта Владимир Андреев пирĕн округ чысне хÿтĕлерĕ, иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Пенсионерсем тата çав çула çывхаракансем çулталăк вĕçлениччен ытти ăмăртăва та ирттерме палăртаççĕ. Спортăн ытти тĕсĕнче те хастар вĕсем.
Сăн ÿкерчĕкре: муркашсем чыславра.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
