Çакăн пек пĕтĕмлетрĕм эпĕ Розăпа Юрий Сергеевсене тĕл пулсан. Вĕсем çемье çавăрни кăçал сумлă 50 çул. Çак ятпа кăмăллă мăшăр венчет çĕррисемпе ылмашăнчĕ, ăшшăн çупăрласа саламларĕ.
Тем тесен те эпĕ çавăн чухлĕ çул памастăпах Роза Степановнăпа Юрий Аркадьевича, хăйсен çулĕнчен самай çамрăк курăнаççĕ вĕсем. Кунта вара пысăк вăрттăнлăхах çук пулĕ тетĕп: мăшăр пĕрне-пĕри хисеплет, пулăшать, ăнланать, паллах, юратать. Çавăн пекех Сергеевсем яланах çынсем хушшинче. Вĕсем çине пăхма та кăмăллă, сăн-пичĕсенче ăшă туйăм палăрать. Çакăн пек пахалăхсем вĕсенче ан иксĕлччĕр.
Çемье пуçĕ хăйĕн ĕç ĕмĕрне водитель ĕçĕпе çыхăнтарнă. Юрий Сергеев, тивĕçлĕ канура пулин те, Ярапайкасси территори пайĕнче водительте ĕçлет. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ, çавăн пекех тăрăшулăхшăн ытти наградăпа та чысланă ăна. Роза Степановнăн ĕç çулĕн сукмакĕ анлăрах. Вăл район судĕнче 1975 çулта ĕç йĕркелÿçи-машинисткăра ĕçлеме пуçланă. Ун хыççăн ăна суд ларăвĕн секретарĕ пулма шаннă, район сучĕн канцелярине ертсе пынă вăл. Каярах Роза Степановна тĕп специалиста çитнĕ. Пенси çине тухичченех çак ĕçре тăрăшнă вăл. Ĕçне кура – хисепĕ. Ăна «Раççей Федерацийĕн суд системи умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» иккĕмĕш степеньлĕ медальпе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ вăл. Яланах ответлăха туйса ĕçленĕ çынсем Хорнуй территорийĕнчи тата ялти обществăлла ĕçре те хастар. Роза Степановна Тойкилтĕ ял клубĕ çумĕнчи «Хавас» юрăпа ташă ушкăнне çÿрет, районта иртекен тĕрлĕ культура мероприятийĕсене хутшăнма та ĕлкĕрет вăл. Сергеевсем ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Паян хисеплĕ мăшăра 5 мăнукĕ хăйĕн çитĕнĕвĕпе савăнтарать.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
