«Шетмĕпуç тăрăхĕнче пуçаруллă çынсем пурăнаççĕ, – каласа парать кунти территори пайĕн ертÿçи Борис Васильев. – Кăçал 9 проект пурнăçлассипе ĕçлетпĕр.
Тăватă проектне хута ятăмăр та. Тивĕшпе Опрыскьялĕнче çул юсарăмăр. Турханта шыв пăрăхне улăштартăмăр. Шетмĕпуçĕнче çĕнĕ шыв башни вырнаçтартăмăр. Иртнĕ эрнере Катăкуй ялĕн çыннисемпе пухăнса калаçрăмăр. Кунта çулталăк каялла шыв ыйтăвне татса патăмăр. Çĕнĕ шыв башни лартрăмăр, шыв пăрăхĕсене улăштартăмăр. Çитес çул катăкуйсем ялти çула юсас терĕç». Пуçлăх каланă тăрăх, çитес çул Автанкасси ялĕнче вара шыв кĕртме палăртаççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Катăкуй ялĕн çыннисем çул юсас ыйтăва сÿтсе яваççĕ.
Август 2026 |
