Пыла тĕрĕс мĕнле упрамалла?

Категория: Общество Опубликовано: 20.08.2026, 09:46 Просмотров: 21

«Пĕр банка пыл туянтăм та ăна киле çитсен шкафа лартрăм. Пĕр-икĕ уйăхран вăл тĕксĕмленнине, шурă кăпăкпа витĕннине асăрхарăм», – илтме пулать кĕркунне пыл туянакансем хушшинче. Ăçтан çуралать-ха кунашкал калаçу. Мĕн пулать управри пылпа?

Пыл спасĕ умĕн асăннă ыйтусемпе эпир утарçăсен несĕлĕнчи ăстаçăпа Татьяна САЕНКОПА тĕл пулса пыл упрасси тата чăн е суя пыла епле уйăрасси пирки калаçу ирттертĕмĕр. Пыл – çут çанталăкри чи паха çимĕçсенчен пĕри. Опытлă утарçăсем çирĕплетнĕ тăрăх, асăннă продукт ытла вĕри çанталăка та, сивĕне те, вăйлă çутăна та кăмăлламасть. «Ăна ГОСТ йĕркипе 18 градусран ăшăрах мар, анчах типĕ те тĕттĕм вырăнта упрамалла. Танлаштарма, кухньăра çуллахи шăрăх кунсенче сывлăш температури 25 – 30 градус ăшăна çитсе каять. Ку – ытлашши. Çавăн пекех холодильникра упранакан пылшăн та 4 градус ăшă пулни вырăнлă мар: вăл хытать тата кристалланать. Хваттерте пыл упрамалли чи меллĕ вырăна тупма çăмăл мар, анчах кунашкал вырăнсем пур: япаласем упранакан тĕттĕм пÿлĕм (кладовка), газ е электричество плитинчен катара вырнаçнă шкаф, сулхăнрах вăхăтра – балкон. Тĕп вырăнта пÿлĕмри сывлăш температури выляманни тата хĕвел пайăрки пыл банки çине тÿреммĕн лекменни. Ахальлĕн пыл пахалăхĕ чакать.

Пыл пахалăхĕ

«Ăшă çанталăкра пыл ирĕлет. Уйрăмах вăл çемçе сортсемшĕн паллă. Çакă вара пыл туянакана вăл суя продукт пуль тесе хăратать. Ку тĕрĕс мар тесе калатăп», – пĕлтерет паянхи калаçăва пуçаракан утарçă. Енчен те пыл кăшт ирĕлнине кура хăйĕн тутипе шăршине çухатман пулсан, унăн пахалăхĕ пирки иккĕленмелли çук. Енчен те пыл çине шурă кăпăк тухрĕ пулсан, ку асăрханма ыйтать. «Пыла пулса çитиччен иртерех пуçтарса илнĕ пулсан, вăл управ вăхăтĕнче çур çултан пыл пахалăхне чакарать», – ăнлантарать пире утарçă. «Пыл мĕншĕн сахăрланать? Вăл суя продукт мар-и?» – ыйтаççĕ теприсем час-часах. Пачах тĕрĕс мар шухăшлав. Пыл кристалланни – йĕркеллĕ пулăм. Вăл утартан пуçтарса илнĕ хыççăн малтанхи уйăхсенче кăна шĕвĕрех. Пыл сахăрланасси унăн сортĕнчен килет: пĕрисем хăвăрт кристалланаççĕ, теприсем – майĕпен. Пыл нумай вăхăт шĕвĕ ларать пулсан, ку шухăшламалли сăлтав пулать. Тен ăна вĕрилентернĕ е унта сироп хушнă.

Пахалăха тĕрĕслесси

Нумайăшĕ кунта пыл тути çине пăхма сĕнет. Енчен те вăл тутлă шăршăллă тата çиме кăмăллă пулсан – чăн-чăн пыл. Анчах ăста суяçăсем кунта та тавар туянакана улталама хăнăхнă ĕнтĕ. «Пыра хĕртет», «ытла çăра» сăлтавсем пыл пахалăхне уçса параççĕ теме çук. Татьяна Саенко кунта кашни çын хăйне май хак панине палăртать. Пахалăха тĕрĕслемелли халăх мелĕ пур: «Пыла пĕчĕк турилккене тумлатса ăшă шыв хушмалла та турилккене çавăркаламалла. Пыл суя мар пулсан шыв айĕнче карас пек ÿкерчĕк тухать. Çапах чи тĕрĕс мел – лабораторире тĕрĕслеттересси. «2026 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа пыла «Честный знак» парасси вăя кĕрĕ. Пылăн кашни банки çинче QR- код пулĕ. Ку вăл кашни банка учетра тăнине пĕлтерĕ», – палăртрĕ Татьяна Саенко.

АиФ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6