Муркашсем 17 çул каялла «Сывлăх пыл хурчĕн çунаттисем çинче» республика пĕлтерĕшлĕ Пыл уявĕ ирттерессине ырă йăлана кĕртрĕç. Асăннă уява ирттерессинче муркашсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине эпир унтанпа çуллен хамăр куçпа курса ĕненетпĕр, утарçăсен ăнăçлă ĕçĕпе савăнатпăр.
2026 çулта та çак ырă йăла кун йĕркинчен тухса юлмарĕ. Кăçал вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Яркое лето в Чувашии» проект шайĕнче иртрĕ. Палăртнă вăхăта округ центрĕнчи «Сывлăх» спорт шкулĕ умне ялсенчи утарçăсемпе пыл астивме юратакансем, ăна çитес хĕл валли ытлă-çитлĕ туянса юлас текенсем тата хастар утарçăсене тав тăвас текенсем пухăнчĕç. Хаваслă юрă-кĕвĕ, пĕлĕтлĕ çанталăка пăхмасăрах, таврана ырă хыпар сарса, уява ирлесех илем сăнĕ кĕртрĕ, хăнасене хăй патне йыхравларĕ. Хăнасем хушшинче округри тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин «Хурт-хăмăр ĕрчетес агентство» унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ Анатолий Васильев пулчĕç. Пыл спасне хатĕрленĕ юрă-кĕвĕ композицийĕ хыççăн утарçăсемпе пыл юратакансен уявне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов уçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче асăннă уяв историйĕпе, Муркаш тăрăхĕнчи хурт-хăмăр отраслĕн аталанăвĕпе, округри утарçăсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕ, умри тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.
– Ĕçпе туслисен пыл чĕресĕсем паян тулли пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Çĕнĕлĕхсене алла илсе, çанă тавăрса, тар юхтарса ĕçлекенсем ÿсĕм картлашкипе тăтăш çÿлелле ăнтăлаççĕ. Вăл малашне те çапла пуласса шанатăп. Паян тăрăшакан утарçăсем хыççăн çамрăксем ăнтăлĕç, аслисен ĕçне малала аталантарĕç. Çакна чылай утарçă паян хăйĕн ĕçне йăх-несĕл тытăмĕпе йĕркелесе пыма тăрăшни те çирĕплетет. Вĕсен пулас ÿсĕмĕсем пире иккĕлентермеççĕ, – терĕ утарçăсен кăçалхи ĕçĕпе паллаштарнă май Александр Валерьевич уява уçса. Вăл хăйĕн сăмахĕнче хурт- хăмăр отраслĕ ял хуçалăх аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине, утарçăсен ĕçне уйрăм виçепе хакламаллине, вĕсене тивĕçлипе чысламаллине палăртрĕ. Сăмах май, паян округри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен Мичурин ячĕпе хисепленекен агрофирма кăна утар тытать. Ăна 36 çул ертсе пыракан Василий Яковлев хăйĕн ĕçĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Унăн утарĕнче паян хурт-хăмăр йышĕ те пысăк, продукци илесси те пĕчĕк мар.
– 60 çул ытла утарçăра вăй хунă аттен Илья Яковлевичăн ĕçне эпĕ малалла тăснинчен Илья ывăлăм та айккине юлманни çĕнĕлĕхсем патне ăнтăлтарать. Округра çак уява йĕркелеме пултарнине Муркаш пылĕн чысĕ те хисепĕ тесе шутлатăп. Çакă хамăр округри утарçăсене хавхалантарнипе пĕрлех ытти округри утарçăсемшĕн те паллă вырăн йышăнать. Тавах куншăн хамăр округ ертÿçисене, – терĕ сăмаха вăрăм тăсма юратман Василий Ильич утарçă. Хурт-хăмăр ĕçченĕсем тĕлĕшпе çак кун ырă сăмах пайтах пулчĕ. Ĕçри хастарсем ырă ят-сума та тивĕçрĕç. Çакна çирĕплетсе Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов хастар утарçăсен ĕçри тăрăшулăхне хисеп туса вĕсен пĕр ушкăнне муниципалитет округĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл паянхи хастарсем малашне те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пуласса шаннине палăртрĕ. Уява пынисене пыл уявĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов та саламларĕ.
– Пыл – сывă апат-çимĕç. Вăл çыннăн пурнăçне тăсать, сывлăх парать, пысăк ĕçсем тума хавхалантарать. Çак шайран пăхсан пыл хурчĕпе вăл паракан продукцин пахалăхне нимĕнле тарасапа та виçме çук. Çакна Муркашра çуллен ирттерекен «Сывлăх пыл хурчĕн çунаттисем çинче» ятлă Пыл уявĕ кашни утăмрах кăтартса парать. Уява тĕрлĕ ял тăрăхĕнчен кăçал 20 ытла утарçă килсе çитнĕ. Вĕсене пулăшса уявра художество пултарулăх коллективĕсем те активлă пулни эпир пурте пĕрле пĕр ĕç тунине çирĕплетет, – терĕ вăл. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин «Хурт-хăмăр ĕрчетес агентство» унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ Анатолий Васильев та Муркашри утарçăсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине, округра вĕсене туллин чыслама пултарнине ырăпа палăртса хăварчĕ:
– Пыл уявĕ йĕркелекенсене тата унăн ĕçне активлă хутшăнакансене уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырă пуçарăва кун йĕркинчен кăлармасăр çирĕп аталан- тарса пыма ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп! Чăваш Республикинче хурт-хăмăр ĕрчетессипе хальхи вăхăтра 300 яхăн ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет. Çак ырă ĕçе 6 пин ытла килти хушма хуçалăхра аталантараççĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа чăваш пылĕн хакĕ те, хисепĕ те çулсерен ÿссе пырать, – палăртрĕ республикăри тĕп утарçă. Пыл хурчĕ – пĕтĕм агропромышленность комплексĕшĕн пĕлтерĕшлĕ отрасль. Вĕлле хурчĕ паха продукт – пыл – панипе пĕрлех ял хуçалăх культурисене шăркалантарса тухăçа ÿстерет, хресченĕн малашлăх ĕмĕчĕсене уçать. Çапла вара Муркашра ирттерекен уяв хурт-хăмăр отрасльне пулăшас ĕçри пĕр утăм, анчах пысăк утăм.
– Пыл хурчĕ – пирĕн ĕç никĕсĕ. Пĕтĕм çемйипех çак ĕçе аталантарассишĕн тăрăшатпăр. Ĕмĕтленни пурнăçлансан пĕрле савăнатпăр, – терĕ кĕске калаçура ĕç ĕмĕрне шалти ĕçсен пайĕнче ирттернĕ, 22 çул хурт-хăмăрпа туслă утарçă Николай Андреев. Малтан хуняшшĕне пулăшнăскер, пурăна киле пыл хуртне хăйĕн пурнăçĕн тĕп пайĕ туса хунă. Мăшăрĕ Галина Михайловна, икĕ хĕрĕпе ывăлĕ хăйне пулăшнине кура кунта утарçăсен çирĕп династийĕ йĕркеленни пирки те иккĕленÿ çук.
– Пыл хурчĕпе хутшăннинчен канлĕреххине тупаймарăм. Атте пуçăннă ĕçе аталантарассишĕн паян пĕтĕм çемйипех тăрăшатпăр. Ĕмĕтленни пурнăçлансан пĕрле савăнатпăр, – терĕ кĕске калаçура Муркашра пурăнакан Сергей Миронов утар тытнă ашшĕне пулăшма пуçланăранпа утарçă стажĕ 43 çула çитнине çирĕплетсе.
– Халăх сывлăхне сыхлас тата упрас тĕллевпе ылтăн хуртăн пĕлтерĕшне сивлекен çуках-тăр. Çав вăхăтрах вĕлле хурчĕ хăй тĕлĕшпе те пысăк тимлĕх ыйтать. Çакна тĕпе хурса пирĕн малашнехи ĕçсене йĕркелемелле. Çĕнĕлĕхсене вăхăтра алла илмесĕр хăнасем умĕнче пит хĕретмелле ан пултăрччĕ, – палăртрĕç Оринин территори пайĕнчи Пăсăрманта пурăнакан Еленăпа Георгий Крысинсем (сăн ÿкерчĕкре). Туслă çемье хурт-хăмăр отраслĕнче ĕмĕрĕпех. Паян вĕсене ачисемпе мăнукĕсем те пулăшусăр хăвармаççĕ. Асăннă çемье практикинче пĕр çемьерен 50 килограмм ытла пыл илни те пулнă. Уяв утарçăсен пыл пахалăхĕпе ирттернĕ конкурсне тата территори пайĕсенчен уява килнисен ĕçне пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Утарçăсем хушшинче ирттернĕ «2026 çулхи чи паха пыл» конкурсра сумлă жюри Турай территори пайĕнчи Лев Кузеев çĕнтернĕ тесе йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Муркаш территори пайĕнчи Василий Федоров, виççĕмĕшĕ – Ярославка территори пайĕнчи Регина Толстова. Кун хыççăн уява килнисене ташă-юрăпа савăнтарнă коллективсен ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Çакăнпа пирĕн округра ырă йăлана кĕнĕ утарçăсен уявĕ вĕçленчĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
