Муркаш муниципалитет округĕнче юлашки çулсенче Пыл уявĕ ирттересси – ырă йăлара. Хăйĕн ĕçне юратакан кашни утарçă унта хутшăнса ăсталăхне кăтартма тăрăшать. Кăçал та муркашсем ку йăлана манăçа хăвармарĕç. Иртнĕ эрнекунхи уявра округри вуншар утарçăна чысларĕç.
Утарçăсем хушшинче ирттернĕ «2026 çулхи чи паха пыл» конкурсра сумлă жюри Турай территори пайĕнчи Лев Кузеев çĕнтернĕ тесе йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Муркаш территори пайĕнчи Василий Федоров, виççĕмĕшĕ – Ярославка территори пайĕнчи Регина Толстова (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла). Ăста утарçăсем чăннипех тав сăмахне тивĕç. Хамăр вулавçăсене уяв епле иртнипе хаçатăн 3-мĕш страницинче тĕплĕн паллашма сĕнетпĕр.
Август 2026 |
