Сывлăх чи хакли тетпĕр. Çавăнпа та уншăн тăрăшасси кирек камăн та кун йĕркинче тĕп вырăнта пулмалла. Хăшĕсем пĕвер е ват хăмпи шыçни пирки калаçнине илтме пулать. Кун пек чухне пульницăра сипленни пĕрре, анчах вĕсен кулленхи апатланура та йĕркене çирĕп пăхăнассине манмалла мар. Паян сире çакăн пек мелсем сĕнетпĕр.
Пĕрремĕш мел
1-мĕш ирхи апат: сĕтпе пĕçернĕ рис пăтти тата сĕт хушнă чей.
2-мĕш ирхи апат: тăпăрчăпа е духовкăра пĕçернĕ пан улмипе усă курмалла.
Кăнтăрлахи апат: пахча çимĕçпе сĕлĕ пăтти, пăспа пĕçернĕ аш котлечĕ тата вермишель, пан улми компочĕ.
Каç умĕнхи апат: шăлан çырлипе хатĕрленĕ чей тата сухари.
Каçхи апат: пăспа пĕçернĕ пулă котлечĕпе çĕр улми нимĕрĕ, кăштах тăпăрчă, чей.
Çĕрле валли: улма-çырла кĕселĕ.
Иккĕмĕш мел
1-мĕш ирхи апат: 2 çăмарта шурринчен пăспа пĕçернĕ çăмарта хăпартни, сĕтпе пĕçернĕ манна пăтти тата сĕт хушнă чей.
2-мĕш ирхи апат: кăштах пан улми нимĕрĕ çимелле.
Кăнтăрлахи апат: сĕлĕ кĕрпинчен сĕтпе пĕçернĕ яшка, пăспа пĕçернĕ аш котлечĕ, хура тул пăтти тата пан улми компочĕ.
Каç умĕнхи апат: килте хатĕрленĕ тăпăрчă çиме тăрăшăр.
Каçхи апат: пăспа пĕçернĕ пулă котлечĕ, çĕр улми нимĕрĕ, чей.
Çĕрле валли: кефир ĕçĕр.
А. СКОБЦЕВА.
Август 2026 |
