СВО салтакӗсемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшатпӑр

Категория: Общество Опубликовано: 20.08.2026, 09:05 Просмотров: 20

«Пулӑшу десанчӗ» республикӑри СВО салтакӗсен тата вӗсен ҫемйисен 3 пин ытла ыйтӑвне «Мирлӗ пурнӑҫа – утӑм» проекчӗпе килӗшӳллӗн татса панӑ.

«Мирлӗ пурнӑҫа – утӑм» парти проектне пурнӑҫланӑ икӗ ҫул хушшинче специалистсен мобильлӗ ушкӑнӗсем республикӑри муниципалитетсене 60 хут кайнӑ. 1852 ҫын пулӑшу илнӗ, лартнӑ 3065 ыйтуран 2997-шне татса панӑ, 68 ыйту тӗрӗслевре юлать», – пӗлтернӗ регион правительствинче. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, проект пулӑшнипе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли комплекслӑ тытӑм йӗркелеме тӗллев лартнӑ. Кӑҫал проекта СВО ветеранӗсен ассоциацийӗ, Тӑван ҫӗршыв салтакӗсен ҫемйисен комитечӗ тата «кӗмӗл ӳсӗмри» волонтерсем хутшӑннӑ. Ҫакӑ хушма ресурссем явӑҫтарма, тухса ҫӳремелли географие анлӑлатма тата вырӑнти ҫынсене пулӑшма хатӗр специалистсен шутне ӳстерме май панӑ. Ҫапла проект команди 10 округа ҫитсе курнӑ ӗнтӗ, черетлӗ ҫул Шӑмӑршӑ округне пулнӑ. «Мирлӗ пурнӑҫа – утӑм» проект координаторӗ Димитрий Осипов каланӑ тӑрӑх, влаҫпа ҫынсен диалогӗн витӗмлӗ механизмӗ «Уҫӑ диалог» проект пулса тӑнӑ. Вырӑнта пурӑнакансен тӗл пулӑвӗсем тӗп министрсемпе, проект ертӳҫисемпе округсенчех иртеҫҫӗ. «Кун пек чӗрӗ хутшӑну питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫынсем влаҫ мӗн тунине ҫеҫ мар, мӗнле пулса тухнине, мӗн тӳрлетмеллине те пӗлтересшӗн.

Ӑнланмалла консультаци, хӑвӑрт пулӑшу СВОна хутшӑнакансемшӗн те, вӗсен ҫемйисен членӗсемшӗн те уйрӑмах хаклӑ. Ҫавӑнпа та эпир «Уҫӑ калаҫу» проекта «Пулӑшу десанчӗ» мобильлӗ ушкӑнсен ӗҫӗпе пуянлататпӑр. Вӗсене опытлӑ специалистсем кӗреҫҫӗ. Ҫапла пулӑшу ҫывӑхрах та майлӑрах пулса пырать», – тенӗ Димитрий Осипов. Республикӑри СВО ветеранӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Юрий Богданов халӗ Запорожье енче хӗсметре тӑрать. Апла пулин те вӑл республика пурнӑҫне те хутшӑнать. Отпуска килсен вӑл «Мирлӗ пурнӑҫа – утӑм» проект ӗҫне хутшӑнать, опычӗпе паллаштарать, служба хыҫҫӑн таврӑнакан боецсене мӗнле пулӑшу кирлине калать. 2026 ҫулхи апрель уйӑхӗнче СВО зонинче Чӑваш Республикин Правительствин председателӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Сергей Артамонов Юрий Богданова парти билетне панӑ. Юрий Богданов тӑрӑх, командӑра малти линире ӗҫленӗ опыт унӑн парти ӗҫ-хӗлӗн никӗсӗ пулса тӑрӗ. Юрий Богданова Паттӑрлӑх орденӗпе тата «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ. Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, «Мирлӗ пурнӑҫа – утӑм» проект ҫынсен ыйтӑвӗсене хӑвӑрт татса пама май парать. Ҫынсемпе юнашар пулма, вӗсене илтме, чӑнлӑха курма пулӑшать. «СВОна хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси пирӗн приоритет пулса юлать, эпир ҫак ӗҫе ҫӗнӗ ҫул- йӗрсемпе вӑйлатса, пулӑшу механизмӗсене лайӑхлатса малалла тӑсӑпӑр», – пӗлтернӗ Сергей Артамонов.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6