Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн «Ниме – Халӑх бюджечӗ» проекчӗпе килӗшӳллӗн Оринин территори пайӗнче анлӑ ӗҫсем тума палӑртнӑ.
Ҫитес ҫул валли пилӗк пуҫару проекчӗ пӑхса хӑварнӑ, икӗ проект – хатӗрленӳ тапхӑрӗнче. Вӗсем пурте ялсенче пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма май парӗҫ. Мӗн тума палӑртаҫҫӗ Оринин тӑрӑхӗнче пурӑнакансем?
Плансене ҫынсен тӗп нушисем кӗреҫҫӗ.
Шывпа тивӗҫтересси:
- Чамӑш ялӗнчи шыв башнин сква- жинине юсасси,
- Патаккасси ялӗнчи шыв башнине юсасси,
- Ҫеменкасси ялӗнчи шыв башнине юсасси,
- Ҫеменкасси ялӗнчи Центральная урамра шыв пӑрӑхӗсен сетьне юсассине малалла тӑсасси.
Тирпей-илем кӗртесси:
- Сентимӗр ялӗнчи пӗвене тасатса тирпей-илем кӗртесси.
- Патаккасси ялӗнчи пӗвене таса- тасси.
Ҫулсем:
- Пӑсӑрман ялӗнчи тахҫантанпах кӗтнӗ ҫула юсасси.
Ҫак улшӑнусем валли укҫа-тенкӗ никӗсне ҫынсем хӑйсем хывни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫичӗ проектран улттӑшӗпе укҫа-тенкӗ ӑнӑҫлӑ пухнӑ. Ҫакӑ ҫынсем хӑйсен пӗчӗк тӑван тӑрӑхне юратни тата вӗсен активлӑхӗн ҫӳллӗ шайне кӑтартать.
Август 2026 |
