Раççейри конкурса хутшăнать

Категория: Главные новости Опубликовано: 24.09.2026, 08:56 Просмотров: 36

IMG 20260924 085028

«Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ Ольга Петрова республикăри «Чăваш Енти çулталăк воспитателĕ – 2026» конкурсра çĕнтерчĕ, Чăваш Республикин чысне Раççей Федерацийĕ шайĕнче хÿтĕлеме тивĕçлĕ пулчĕ.

Мускавра «Раççейри çулталăк воспитателĕ – 2026» конкурсăн пĕтĕмĕлетÿ тапхăрĕ старт илчĕ. Çак площадкăра çĕршывăн чи пултаруллă 86 педагогĕ тĕл пулĕ. Вĕсем шкулчченхи çĕнĕ вĕренÿ технологийĕ пирки калаçĕç, ку тĕлĕшри пĕр-пĕрин опычĕпе паллашĕç.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре пирĕн региона хÿтĕлеме Ольга Петрова вăрăм çула тухрĕ. Мероприяти виçĕ куна тăсăлать, çав вăхăтра вĕсем ашшĕ-амăшĕпе ĕçлĕç, ачасемпе уçă урок ирттерĕç, виççĕмĕш кунĕ пĕтĕмлетÿ пулĕ.

Ольга Германовна, ăнăçу сунатпăр сире.

Роза ИЛЛА РИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4