Шерпетри пан улми

Категория: Общество Опубликовано: 17.09.2026, 10:12 Просмотров: 22

Кăçал килти кашни хушма хуçалăхрах пан улми ăнса пулчĕ.

Унран тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеме пĕлекенсемшĕн вăл – пысăк тĕкĕ. Çавăнпа манăн паян хам хуçалăхра эпĕ шерпетри пан улми епле хатĕрлени пирки каласа парас шухăш çуралчĕ. Кунта йывăрлăхĕ пачах та çук. Эпир ку мелпе хамăрăн килти хушма хуçалăхра пĕрремĕш çул мар усă куратпăр. Туса пăхăр. Тен сире те килĕшсе кайĕ. Шултрах мар, анчах çирĕп пан улмисене çурмалла касса ăшне кăлармалла. Таса банкăсене тултармалла. Ун çине хĕррипе тан пуличчен вĕрекен шыв ямалла та пĕр каç лартмалла. Тепĕр кун шыва сăрăхтармалла. Çав сĕткене песук хушса вăл ирĕлсе пĕтиччен вĕретмелле. Унтан пан улмисене çак шерпетпе тултармалла. Стерилизациленĕ хупăлчасемпе питĕрмелле. Кутăн çавăрса лартмалла та хулăн япалапа витсе сивĕниччен тытмалла.

Алина МАРЧЕВА, кил хуçи арăмĕ. Ярапайкасси ялĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4