Муркашсем ÿсĕмлĕ ĕçлеме пултараççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.09.2026, 09:02 Просмотров: 31

Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительстви Муркаш муниципалитет округĕнче «Уçă калаçу» ирттерчĕ. Çак пысăк калăпăшлă ĕçе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн команди хутшăнчĕ, вăл шутра министрсем, вĕсен çумĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, профильлĕ ведомство ертÿçисем.

Мероприятие республикăри Министрсен Кабинечĕн ертÿçин çумĕ Олег Марков ертсе пычĕ. Республика мероприятийĕнче Муркаш округĕн кăçалхи 7 уйăхри ĕçне, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тÿпе хывнине тишкерчĕç. Чăваш Республикин ĕç тăвакан органсен ертÿçисем ĕçе пĕтĕмлетиччен вырăнти граждансене 5 площадкăра йышăнчĕç. ЗАГСăн илемлĕ залĕнче кĕмĕл волонтерсем пухăнчĕç. Кунти ĕçе Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Александр Колесников уçрĕ. Вăл волонтерсене фронта пулăшса тăнăшăн тав турĕ. Кунта волонтерсен ĕçĕсенчен хатĕрленĕ япаласен республикăри куравĕ иртрĕ. Вĕсемпе «Шаг в мирную жизнь» проекта хутшăнакан Наталия Семенова паллаштарчĕ. Муркашсен ĕçĕ çинчен Елена Максимова каласа кăтартрĕ. Ун хыççăн волонтерсем нумай вăхăт çунакан шăрпăк тума вĕренчĕç. Ку – салтаксене фронтра питех те кирлĕ япала. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне 23 хут кайса килнĕ Валентина Петрова кураври кашни япала фронтра питĕ кирлине каларĕ. Çитес кунсенче татах та çула тухма хатĕрленет вăл. Хÿтлĕх сеткисене ăна Шомикри волонтерсем çыхса пулăшаççĕ. Валентина Петрова аллинчен шомиксем «Союз добровольцев Донбасса» организацин Чăваш регион уйрăмĕнчен Тав çырăвне тивĕçрĕç. Администрацин пĕрремĕш хутĕнче çав вăхăтра «Шаг в мирную жизнь» проект шайĕнчи ĕçсем пычĕç. Кунта тĕрлĕ ведомство представителĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемье членĕсемпе йышăну ирттерчĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, йышăнăва 23 çын килнĕ. Ыйтусем медицина енĕпе, социаллă пулăшу илессипе тата ытти енĕпе пулчĕç. Çак проект шайĕнче психолог пÿлĕмĕ те ĕçлерĕ. Йышăнăва 8 хĕрарăм килчĕ. Администрацин ларусен залĕнче «АПК, предпринимательство, промышленность» площадка ĕçлерĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем тата ыттисем пулчĕç. Площадкăна Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Дмитрий Бельцов ертсе пычĕ. «Фиеста» культурăпа кану центрĕнче Республикăри «Çамрăксен пуçарулăхĕн центрĕ» бюджет учрежденийĕн ертÿçин çумĕ Дмитрий Кошеваров «Çамрăксем» площадкăра ĕçлерĕ. Муркашри ача-пăча библиотекинче Чăваш Республикинчи вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров «Социаллă сфера» площадкăна ертсе пычĕ. Администрацин пĕчĕк залĕнче «Строительство, çул-йĕр, ЖКХ» площадка ĕçлерĕ. Ăна регионăн строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Михаил Михайлов ирттерчĕ. Площадкăсенче ĕçлесе пĕтернĕ хыççăнпĕтĕмлетÿ администрацин пысăк залĕнче пулчĕ. Пĕрлехи тăрăшулăх ĕç кăтартăвĕсенчен курăнчĕ. Мĕнпе хăпартланмалли вара муркашсен пур. Дмитрий Бельцов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен промышленноç производствин калăпăшĕпе Атăл çи федераци округĕнче сумлă пĕрремĕш вырăн йышăнать, Раççей Федерацийĕнче – 10-мĕш вырăн. Ял хуçалăх производствин калăпăшĕпе чăвашсем Атăл çи федераци округĕнче 2-мĕш вырăнта, Раççейре – 15-мĕш. Муркаш округĕн ĕç кăтартăвĕ те курăмлă. Ял хуçалăх производствипе республикăра 2-мĕш вырăн йышăнать, ÿсĕм шайĕпе – 8-мĕш. Кăçалхи январь – июль уйăхĕсенче 1 çын пуçне тивекен харпăр хăй тупăшĕ хыснана пырса кĕрессипе Муркаш округĕ 5-мĕш вырăн йышăнать. Официаллă мар ĕçлессине чакарассипе те ĕç япăх мар. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ольга Кудрявцева муркашсен ĕçне лайăхпа палăртрĕ. 2025 çул кăтартăвĕпе сĕт туса илессипе республикăра 2-мĕш вырăн йышăнчĕç, аш туса илессипе – 6-мĕш, энергипе тивĕçтерессипе – 5-мĕш вырăн. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме –Халăх бюджечĕ» программипе округра кăçал 301 млн тенкĕлĕх 86 проект пурнăçланать. Строительство комплексĕн, ЖКХ тата çул-йĕр хуçалăхĕн аталанăвĕ çинче строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Михаил Михайлов чарăнчĕ. 2020 –2025 çулсенче Муркаш округĕнче 221 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă, нумай хваттерлĕ 38 çуртра капиталлă юсав ирттернĕ, шывпа тивĕçтерекен 41 источника модернизациленĕ, обществăлла 8 лаптăка хăт кĕртнĕ. Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Артем Пилкин каланă тăрăх, округри çулсен 86,3 проценчĕ – норматив требованийĕ шайĕнче. Ку енĕпе муркашсем малтисен йышĕнче. Муркаш округĕнче транспорт маршручĕ те йышлă, пассажирсен ыйтăвне 34 маршрут тивĕçтерет. Çак ĕçпе те муркашсем малта. Вĕренÿ сферинчи ĕç те курăмлă. Вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, 2020 – 2026 çулсенче 1 шкул, 1 ача сачĕ тунă, 2 шкул территорине хăтлăх кĕртнĕ, 4 шкулта, 1 ача садĕнче, 3 шкул спортзалĕнче капиталлă юсав ирттернĕ. Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Александр Колесников социаллă пулăшупа тивĕçтерес ыйту çинче чарăнчĕ. Аслă ăру çыннисене волонтер ĕçне явăçтарассипе муркашсем – 5-мĕш вырăнта. Кĕмĕл волонтерсем 27 вырăнта маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Культура сферин аталанăвĕ куç умĕнче. Культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Татьяна Казакова та муркашсен лайăх ĕçне палăртрĕ. Муркаш округĕ культура аталанăвне пысăк тÿпе хывать. «Пушкин карттипе» усăкурассинче республикăра 7-мĕш вырăнта, çавăн пекех культура учрежденийĕсен строительствипе тата капиталлă юсав тăвассипе. 2020 – 2025 çулсенче 1 Культура çурчĕ тунă, «Ниме – халăх бюджечĕ» программăпа – 4 клуб. Муркашсем республика шайĕнчи конкурссене хутшăнассипе те активлă. Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ те куç умĕнче. Сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Сергеева каланă тăрăх, юлашки 7 çулта 7 ФАП тунă, 19 учрежденире капиталлă юсав тунă, 1 поликлиника хута янă. Е. Николаева ячĕллĕ олимп резервлĕ 8-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн директорĕ Алина Иванова каланă тăрăх, муркашсем спортра та хастар, çитĕнÿсем-ÿсĕмсем курăмлă. «Лайăхрах пурăнас тесен çурт-йĕр ытларах тумалла. Муркашсем – спортпа туслă çынсем. Сире стадион, Культура çурчĕ кирлĕ, – терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов. Паллах, çитменлĕхсем, туса çитермелли ĕçсем те пурах округра. Ларура çитес вăхăтри задачăсене сÿтсе яврĕç. «Асăрхаттарусене йышăнатпăр, округа аталантарассипе малалла тăрăшăпăр», – терĕ округ пуçлăхĕ. Çавăн пекех ларура ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ертÿçин çумĕ Олег Марков каланă тăрăх, пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ. Вăл палăртнă тăрăх, муркашсен аталанма потенциал çителĕклĕ, малалла ĕçлемелле, тăван округ аталанăвне кăна мар, республика аталанăвне те тÿпе хывмалла. Округ пуçлăхĕ Александр Иванов çакăн пек уçă калаçу йĕркелеме май пурришĕн, Муркаш округне пур енĕпе пулăшса пынăшăн регион пуçлăхне Олег Николаева тав турĕ. Округри пултаруллă çынсемпе хăпартланнине пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсене тăрăшулăхшăн тата округ аталанăвне тÿпе хывакансене тав турĕ. Мероприяти савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ, тĕрлĕ сфера ĕçченĕсене чысларĕç.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4