Валентина Иванова Вускасси ялĕнчен, килте вăл пĕчченех пурăнать. Пенси çине тухиччен вара Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăннă вăл. Май пуррипе халĕ те унта çитсе килет.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан унăн пĕртен-пĕр ачи – Юрий ятлă ывăлĕ – ытти пин-пин салтак пек, мобилизаци йĕркипе Тăван çĕршыв хÿтлĕхне тăнă. Çапла 2022 çулхи октябрь уйăхĕнче амăшĕ ывăлне вăрăм çула ăсатнă. Ун чухне Валентина Сергеевна ура çинче çирĕп тăнă, сывлăхĕ хавшанине туйсах кайман. Пур ĕçе те ĕлкĕрнĕ, выльăхне те усранă. «Анне, хăвна упра. Маншăн ан пăшăрхан. Мана çĕнтерÿпе кĕтсе илĕн», – çапла пулнă ывăлĕн сывпуллашу сăмахĕ. Пĕртен-пĕр çывăх çынна килтен ăсатса кăларса яма никама та çăмăл мар. Валентина Иванова хăйне çирĕп тытма тата пурнăçра çутă самантсене ытларах курма тăрăшнă. Чун-чĕри вара ытларах пăшăрханнă çав, шел те, çакă пĕр йĕрсĕрех иртмен. Пĕр кунхине вăл хăйĕн сывлăхĕ тăруках самай хавшанине туйнă. Малтанхи мар, кăштах вăрахăнланнă хĕрарăм. Унпа кăна иртмен-ха, тепĕр чирĕ те алăкран шаккаса тăмасăрах ума хăюллăн çитсе тăнă. Çапла пĕр çулталăкра икĕ чир сывлăхне самай хавшатнă. Çук, çын умĕнче куççулĕ кăларма хăнăхман вăл. «Пурпĕрех пурăнатăп, ура çине тăрса ĕçлеме пуçлатăп. Манăн ывăл пур, кĕтсе илмеллех ман ăна». Çакăн пек тĕллев лартнă Валентина Иванова хăйĕн умне.
«Анне, пĕлетĕп, эсĕ вăйлă çын. Эпĕ те каялла чакма пултараймастăп. Çĕршыв йывăрлăхра, ăна пĕри, тепри хÿтĕлемесен – кам хÿтĕлĕ. Эсĕ мана ăнлан, ыррине сун тата хыттăн кĕт», – амăшне çакăн пек хавхалантарнă алла пăшал тытиччен аслă пĕлÿ илнĕ Юра. Мĕн тетĕр? Валентина Сергеевна чăн та çирĕп чун-чĕреллĕ тата пурнăçа хаклама пĕлекен çын. Эпĕ çакна унпа калаçнинчен, унăн ĕçĕсенчен лайăх ăнлантăм. Сывлăх енчен ăна çăмăл мар пулсан та, вăл фронта пулăшса тăрать. «Домашняя кухня Чувашии» хатĕрлев пунктне пахча çимĕç ăсатать. Акă нумаях пулмасть 10 сетка çĕр улми парса ячĕ, пан улми хатĕрлерĕ. Ку çимĕç фронт валли питĕ кирлĕ. Пахча çимĕçпе ĕç пĕтмен-ха. Çавăн пекех уйăхсерен пенси укçине те куçарса парать.
«Фронтра – пурте пирĕн ачасем. Енчен те вĕсене пулăшса тăмасан кам хÿтĕлет пире? Укçана хĕрхенсе ларсан нимĕнле çăмăллăх-çăлăнăç та пулас çук. Фронта пулăшса тăмалла, пĕрре-иккĕ кăна та мар, тăтăшах пулăшмалла. Пире мĕн кирлĕ? Хĕвел пăхать, выçă лармастпăр, тăхăнмалли пур. Фронта, салтаксене вара темĕн те кирлĕ. Тăшман пирĕн пата ан çиттĕрччĕ», – тет вăл.
Акă тата çак кунсенче çарти реанимаци пункчĕ валли медицина пеленкипе маска, камфор спирчĕ, шприц тата ăшă нуски чылай парса ячĕ вăл. Çакăн пек унăн пулăшăвне татах асăнма пулать. «Питĕ кĕтетĕп ывăл килессе, çĕнтерÿ пуласса. Май пуррипе отпуска килекенччĕ-ха», – терĕ вăл. Салтак амăшне нумаях пулмасть ырă çынсем пулăшрĕç. Ялта пурăнакан çыннăн вара тем ĕçĕ те пур. «Ростислав Николаевич Тимофеевпа Аверкий Васильевич Клопов депутатсем тата вĕсен тăватă çамрăк юлташĕ 60 соттăй çĕр çинчи утта пуçтарса кĕртме пулăшрĕç. Мана, инвалида, çапла хисеп тунăшăн вĕсене пурне те чунтанах тав тăватăп эпĕ», – терĕ Валентина Сергеевна.
Çавăн пек пурăнать салтак амăшĕ.
Роза ИЛЛА РИОНОВА.
Сентябрь 2026 |
