2027 ҫулхи темӑна суйлатпӑр

Категория: Общество Опубликовано: 10.09.2026, 14:08 Просмотров: 8

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсене ҫитес ҫулхи тематикӑна палӑртма сӗннӗ. Мӗншӗн тесен Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ кӗҫех вӗҫленет.

Вӑл вӗсене пуласлӑхӑн соавторӗсем пулма, хӑйсен шухӑшӗсене ҫак ыйтусене панӑ постри комментарисенче хӑварма чӗнсе каланӑ: "2027 ҫулта Чӑваш Еншӗн чи пӗлтерӗшлӗ те актуаллӑ тема тесе хӑшне шутлатӑр? Паян пирӗн ҫемьесемшӗн, ачасемшӗн, хуласемпе ялсене аталантарассишӗн уйрӑмах мӗн хаклӑ?" Чи пӗлтерӗшлӗ сӗнӳсене обществӑпа анлӑ сӳтсе явма кӑларӗҫ. «Атьӑр-ха пӗрле пулса хамӑрӑн пӗрлехи тӗллев пулса тӑракан тата пӗтӗм Чӑваш Республикине хавхалантаракан темӑна суйласа илер», – палӑртнӑ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4