Кашмашри библиотека çĕнелчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.09.2026, 08:48 Просмотров: 28

2027 ҫулхи проектсемшӗн сасӑлатпӑр

Сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш Республикинче пурӑнакансем, «Ниме – Халӑх бюджечӗ» программӑпа килӗшӳллӗн, 2027 ҫулта укҫа-тенкӗ илекен проектсене суйлама пултарӗҫ. Кӑҫал сасӑлава 1260 ытла пуҫару проектне кӑларма палӑртнӑ. Вӗсене тӑван хуласемпе ялсене хӑтлӑрах та лайӑхрах тӑвас тесе ҫынсем хӑйсем сӗннӗ.

«Пуҫарулӑх бюджечӗн программи республикӑра 2017 ҫултанпа пурнӑҫланать. Ҫак хушӑра вӑл чӑн-чӑн халӑх программи пулса тӑчӗ. Уйрӑмах ялта, вӗсенче 9 пин ытла проекта патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Вӑл шутра – ача-пӑча тата спорт площадкисем, хӑтлӑ лаптӑксем, шыв башнисем тата ҫулсем. Ҫынсем хутшӑнасси ҫулран-ҫул ӳснине шута илсе, программӑн 10 ҫулхи юбилейӗнче пурнӑҫланӑ 10 пинмӗш проекта курасса кӗтетпӗр. Чӑваш Республикин Правительстви бюджетра халӑх пуҫарӑвӗсене пулӑшма укҫа- тенкӗ пӑхса хӑварӗ», – палӑртать Чӑваш Республикин Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов. Сасӑлав «Раҫҫей ялӗ» парти проекчӗ пулӑшнипе иртет. Унӑн тӗллевӗ – ял территорийӗсен инфратытӑмне тытӑмлӑн ҫирӗплетесси, вырӑнти пуҫарусене пулӑшасси тата ялта пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересси. Проект влаҫ, общество тата парти вӑйӗсене пӗрлештерме май парать, ҫынсен чи кирлӗ шухӑшӗсене чӑн-чӑн пулӑшу илсе пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Республикӑра пурӑнакан 18 ҫултан аслӑрах кашни ҫын сасӑлама пултарӗ – сасӑлав «Чӑваш Ен онлайн» порталта онлайнформатпа иртӗ. Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ: мӗнле проектсем укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илессине, пурнӑҫа кӗртессине шӑпах граждансен суйлавӗ палӑртӗ. «Кашни сасӑ – тӑван ен аталанӑвне тӳпе хывни. Ҫынсем хӑйсен территорийӗсемшӗн чун-чӗререн пӑшӑрханнине, шухӑшсем сӗннине, вӗсене пурнӑҫа кӗртме хастар хутшӑннине куратпӑр. Паянхи куна кӑҫалхи 1553 проектран 1026 проекта пурнӑҫа кӗртнӗ, ку 66 процент пулать. Пурнӑҫлас ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ самай лайӑх», – тесе палӑртрӗ Чӑваш Республикин вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев. «Раҫҫей ялӗ» парти проекчӗ вырӑнти шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшать кӑна мар, ял аталанӑвӗн ҫирӗп модельне те йӗркелет. Йышӑнусене ҫынсемпе пӗрле тусан кӑтартусем вара конкретлӑ ӗҫсенче курӑнаҫҫӗ: юсанӑ ҫулсем, ҫӗнетнӗ Культура ҫурчӗсем, хӑтлӑ обществӑлла лаптӑксем. Сасӑлава хутшӑнни – тӑван ял е поселок ҫитес ҫулах мӗнле пулассине тӳрремӗнех витӗм кӳме пултарни.

Республикăри культура учрежденийĕсем çĕнелсе пыраççĕ. Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енте модельлĕ 7 библиотека хута кайрĕ. Вăл шутра 4-шĕ – «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче. Тепĕр 3 библиотекăна вара Чăваш Республикин «Культура аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче çĕнетрĕç.

Çичĕ библиотекăран пĕрине – Етĕрнери библиотекăна символла уçнă çĕре – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Ытти 6 библиотекăна торжествăлла уçнă церемони видеоçыхăну мелĕпе иртрĕ. Телемост вăхăтĕнче сотрудниксемпе çамрăк вулавçăсем меллĕ условишĕн тата çĕнĕ уçлăхсемшĕн Олег Николаева тав турĕç. Кашни библиотекăн – хăйĕн аталану концепцийĕ. Çичĕ учреждение модернизацилеме федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен 55 млн тенкĕне яхăн уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе библиотека çуртне юсанă, 17 пин изданипе кĕнеке фондне пуянлатнă. Çĕнĕ варкăш Муркаш округне те çитрĕ – Кашмаш ял библиотекине модернизациленĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Халĕ ку библиотека анлă пĕлтерĕшлĕ. Малашне вăл патриотла пахалăхсен аталану центрĕ пулать. Ячĕ – «Библиотека Героев». Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн библиотека сотрудникĕсем «Наследие» курав залĕнче экскурси ирттерчĕç. Кунта «Карта Героев» композици тĕп вырăн йышăнать. «Тăван кĕтес» залĕнчи краеведени литератури те вулавçăсемшĕн кăсăклă пулĕ. «Ачалăх утравĕ» – уйрăм зонăра. Кунта ăс-тăна аталанма пулăшакан вăйăсем, интерактивлă хатĕрсем, ача-пăча кĕнеки пур, вăл шутра – тăван чĕлхепе те. «Мое Отечество» зал – нумай функциллĕ уçлăх. Кунта художество литературипе, тĕрлĕ отрасль литературипе паллашма май пур. Çак залра çамрăксен «Горячие сердца» патриот пĕрлешĕвĕн тата компьютерпа информаци ăслăлăхĕн «Мир IT» клубĕн ĕçне йĕркелĕç. Çĕнĕ йышши библиотека ачасемпе çамрăксенче çĕршыв, тăван халăх культурипе, историйĕпе кăсăкланас туйăма вăйлатĕ. ВКС режимĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулу иртрĕ. Çак ĕçе Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов та хутшăнчĕ, регион пуçлăхне тата Министрсен Кабинетне çĕнĕ пуçарусене пурнăçлама тата округри библиотека отрасльне аталантарма пулăшнăшăн тав турĕ.

– Хамăн пысăк савăнăçа палăртатăп, Кашмашра çакăн пек библиотека пуласса эпир тахçанах кĕтнĕ. Ку – пысăк уяв. Ячĕ те мăнаçлă – «Библиотека Героев». Пирĕн округра – виççĕмĕш модельлĕ библиотека. Вĕсенчен кашнинче – стенасемпе кĕнекесем кăна мар, кирек хăш ÿсĕмри çын валли те çĕнĕ йышши уçлăх. Пирĕн пуçарусене вăя кĕртме пулăшнăшăн тавах, – терĕ пуçлăх. Çак мероприятие хутшăнакан ачасемпе аслă çулхи çынсене Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов, Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина, депутатсен округри Пухăвĕн ертÿçи Александр Давыдов саламларĕç. Библиотекăна торжествăлла уçнă самант Кашмашра пурăнакан ача-пăчана та, аслисене те, çавăн пекех таврапĕлÿçĕçыравçăсене, СВО участникĕсене тата хисеплĕ хăнасене илĕртрĕ вăл. Çĕнĕ тата илемлĕ панельсемпе кĕнекесене курсан ачасен куçĕ савăнăçпа тулчĕ. Тăрăшни – ахаль мар. Çĕнелнĕ Кашмаш библиотеки хăйĕн ĕçне пуçăнать. Çĕнĕ уçлăх пурне те йышăнма хатĕр. Малашне пире кăсăклă программăсем, ăсталăх тĕл пулăвĕсем, ăшă калаçусем кĕтеççĕ. Çитсе курма тăрăшăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4