Чăвашлăха упрасси çемьерен пуçланать

Категория: Общество Опубликовано: 17.09.2026, 09:11 Просмотров: 28

Çакăн пек пĕтĕмлетрĕç республикăри ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи форумĕнче.

Кăçалхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Раççейре пĕрремĕш хут Раççейри халăхсен чĕлхисен кунне паллă турĕç. Вăл РФ Президенчĕн В. Путинăн 2025 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнчи 798 номерлĕ хушăвĕпе иртрĕ. Çак куна халалласа Муркаш муниципалитет округĕнче «Ăруран ăрăва – Из поколения в поколение» ятпа республикăри ашшĕ-амăш форумĕ иртрĕ. Кашмаш шкулĕнчи форум ашшĕ-амăшĕсене, педагогсене, вĕренекенсен республикăри хăй тытăмлăх канашне, вожатăйсене, республика шкулĕсенчи советниксене тата ыттисене пĕрле пухрĕ. Ăна ирттерессине Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви пуçарнă, пĕтĕм Раççейри «Навигаторы детства» проекчĕн регион команди йĕркеленĕ. Хăнасене Калайкасси шкулĕнчи «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕ. Форумра чăвашлăх тĕп вырăнта пулчĕ. Шкул коридорĕнче курав кĕтесĕсем йĕркеленĕ. Вĕсенче асатте-асаннесен вăхăтĕнчи тум, туй ами-эрешĕ, чăваш арчи, çĕнĕ варкăш кĕртнĕ чăваш тĕрри тата ытти те паллă вырăн йышăнчĕç. Çак тупра пире асатте-асаннесенчен куçса пырать. Пирĕн вара çакна çамрăксене парса хăвармалла. Чăваш халăх культурипе историне упрассинче, Раççейри ытти халăха хисеплессинче çемье пысăк пĕлтерĕшлĕ. Форума хутшăнакансем хăйсем те чăваш тумĕсем тăхăннă. Форум ĕçне Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн çумĕ Александр Кириллов, «Росдетцентр» ФГБУ ашшĕамăш пĕрлĕхĕпе ĕçлекен специалист Наталия Матвеева, Мускав хулинчен килнĕ «Знание» Раççей пĕрлĕхĕн лекторĕ, театрпа кино актерĕ Никита Павленко, журналистсем, блогерсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Мероприятие Александр Иванов уçрĕ. «Йăлтах ачалăхран пуçланать. Çемьере, тăван кĕтесре эпир чи малтан ырăпа усала уйăрма вĕренетпĕр, аслисен ăслăхне ăша хыватпăр, тăван халăх вăй-хăватне туятпăр. Йăла-йĕрке вăл – чĕрĕ астăвăм, пирĕн культура чунĕ. Тăван чĕлхепе йăла-йĕркене, юрра-ташша упрасси – пирĕн тивĕç. Çакă çамрăк ăрушăн паха тупра», – терĕ вăл.

Александр Кириллов пухăннисем умĕнче тăван чăваш чĕлхипе калаçни вара питех вырăнлă пулчĕ. «Çак форум республикăра пĕрремĕш хут иртрĕ, малашне йăлана кĕрĕ, çулсерен пулĕ, май килсен – пысăкрах шайра та. Чăвашлăх аталанасси вăл чи малтан çемьерен пуçланмалла. Çак ĕç шкулта та тивĕçлĕ шайра пулмалла. Пĕрле кăна эпир чăвашлăха упрама пултаратпăр», – терĕ вăл. Никита Павленко форума хутшăнакансем умĕнче «Школа и улица: где формируется характер» темăпа тухса калаçрĕ. Уçă калаçу пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Çавăн пекех форумра пилĕк площадка ĕçлерĕ. Кашни ушкăнра пĕлмелли тата вĕренмелли сахал мар пулчĕ. Москакассинчи волонтер ушкăнĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшнине сăнарларĕ. Вĕсем çăм арласа çип тăваççĕ, ăшă нуски çыхаççĕ. Форума уçнă чухне Александр Иванов çакна пĕлтерчĕ, Муркаш округĕнчи çынсем салтаксем валли çичĕ пин ытла мăшăр ăшă нуски çыхса фронта ăсатнă. «Çак нускисем салтаксен урисене кăна мар, чи малтан чунĕсене ăшăтаççĕ, шансах тăратăп», – терĕ вăл. Пĕр площадкăра шкул выпускникĕ, тĕнче шайĕнчи профессионал повар Александр Гониашвили тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеме вĕрентрĕ тата хăналарĕ те. Культура институчĕн хушма пĕлÿ кафедрин преподавателĕ Раиса Васильева чăваш эрешĕсемпе, вĕсене ăсталас вăрттăнлăхпа паллаштарчĕ. Форум вĕçĕнче «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» музыка проектне пăхма май килчĕ. Палăртса хăваратăп, ăна Чăваш Республикин Правительствин пуçлăхĕ Сергей Артамонов пуçарнипе йĕркеленĕ. «Чечеклен, Чăваш Ен» юрă вара пурне те алла-аллăн тытăнтарчĕ. Тепĕр илемлĕ саманта та палăртса хăвармалла. Шупашкар хулинчи 61 номерлĕ шкулăн хушма вĕренÿ педагогĕ Светлана Андреева ертсе пынипе форумăн пĕр площадкинче туслăх кавирĕ тĕртрĕç, ăна пĕтĕм Раççейри «Навигаторы детства» проектăн муниципалитет координаторне Алевтина Рожковăна савăнăçлă лару-тăрура тыттарчĕç. Малашне вара кавир Тури чăвашсен музейĕнче упранĕ.

– Çынна пурнăçра икĕ çунат тытса тăрать: çемьене тата тăван çĕре юратасси. Шăпах та вĕсем пурнăç çулĕнчен пăрăнмасăр тĕрĕс утма пулăшса пыраççĕ пире. Тăван тăрăх вăл – атте-анне килĕнчен пурнăç талккăшне ертсе тухакан тăкăрлăк. Тăван килпе çыхăннă самант яланах пирĕн чĕрере пулĕ. Çак чуна тивекен пысăк пĕлтерĕшсем пирки пулчĕ пирĕн паянхи форум. Унта хутшăннă, ăна йĕркеленĕ кашни çынна тав тăватăп, – терĕ Алевтина Рожкова.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4