Кунта 8 территори пайĕн команди хутшăнчĕ.
Ветерансене округ Пуçлăхĕ Александр Иванов, депутатсен округри Пухăвĕн ертÿçи Александр Давыдов саламларĕç, сывлăх, ăнăçу сунчĕç.
Пенсионерсем спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртрĕç, юрă-ташăра маттуррине кăтартрĕç.
Çивĕч кĕрешÿре 1-мĕш вырăна Мăн Сĕнтĕр территори пайĕн команди çĕнсе илчĕ. 2-мĕшĕнче – Уйкас Янасал территори пайĕн команди, 3 вырăнта – Шетмĕпуç территори пайĕн команди.
Тĕплĕнрех - «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатра.
Сентябрь 2026 |
