Йÿçкассинчи «Василек» ача сачĕн историйĕ 40 çул каялла пуçланнă. 140 вырăнлă ача садне 1986 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче хута янă. Малтанхи вăхăтра шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕ вырăнти «Ударник» совхоз балансĕ çинче пулнă. Ача садне хуçалăх пурлăх бази енчен те çирĕплетсе пынă. Ача сачĕ уçăлнăшăн вырăнти çынсем питех те савăннă.
Çĕнĕ учреждени коллективне Роза Насиховна Андреевăна ертсе пыма шаннă. Шанăçа вăл тÿрре кăларнă. Территори вăл вăхăтра вăйлă аталанса ĕçлесе пынă. Ачаллă çемьесем йышлă пулнă. Ун чухне ача садĕнче 6 ушкăн ĕçленĕ: ясли ушкăнĕ 2, шкулчченхи 3 ушкăн тата 1 шкул ушкăнĕ. 1992 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче учреждени Муркаш районĕнчи халăха вĕрентес пайне (РУНО) пăхăнма пуçланă. 1999 çул пуçламăшĕнче ача сачĕ Йÿçкасси шкулĕн вĕренÿпе воспитани комплексĕн пайĕ пулса тăнă. Октябрь вĕçĕнче ача сачĕ Йÿçкасси шкулĕ çумĕнчи «11 номерлĕ «Василек» ача сачĕ» статуспа ĕçлеме пуçланă. Роза Насиховна çак ĕçе 2003 çулхи сентябрь вĕçĕччен туса пынă. Коллектива малалла ертсе пыма Людмила Дмитриевна Петровăна шаннă. Вăл ку должноçра 2006 çулхи мартăн 12-мĕшĕччен ĕçленĕ. Çак тапхăрта учреждени тĕлĕшпе пысăк улшăнусемех пулса иртмен. Ача сачĕ малалла ĕçленĕ тата аталаннă. 2006 çулхи мартăн 13-мĕшĕнченпе учреждение Наталия Вячеславовна Герасимова ертсе пырать. 2007 çул пуçламăшĕнче вара вăл хăй тĕллĕн ĕçлекен учреждени пулса тăнă. Каярах ун çумне «Азалия» ача сачĕ пĕрлешнĕ. Çак вăхăт тĕлне ача садĕнче ачасен икĕ ушкăнĕ ĕçлет, 41 воспитанник кашни ир «Василека» васкать. Ачасемпе тăрăшуллă воспитательсем ĕçлеççĕ, шăпăрлансене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ. Çитĕнĕвĕ те çук мар. Наталия Вячеславовна учрежденин юлашки виçĕ çулхи ÿсĕмĕпе паллаштарчĕ. Ача садне çÿрекен шăпăрлансем тĕрлĕ мероприятие активлă хутшăнаççĕ. Ача-пăчан «Улыбка» вокал ансамблĕ 2024 çулта «Краски Чувашии – 2024» пĕтĕм Раççей шайĕнчи фестивальне хутшăннă. Регионсем хушшинчи «Ача-пăча Акатуйĕ – 2024» фестиваль-конкурсра пысăк ăсталăх кăтартнă. Çавăн пекех округ шайĕнчи «Я помню! Я горжусь» фестиваль-конкурсра та вĕсем пултаруллă пулнă. Çак ĕçсемшĕн вокал ансамбльне дипломсемпе чысланă. «Василек» ача садĕнчи «Улыбка» вокал ансамблĕ 2025 çулта та активлă пулнă. Ăна пĕтĕм Раççейри «Волшебная нота» вокал конкурсĕн «Вокал» номинацийĕн 1 степень лауреачĕн дипломĕпе чысланă, çак шайри «Родина» конкурсăн «Песня о войне» номинацире – 2 вырăн дипломĕпе. Ытти конкурсра та ăсталăх кăтартнă. «Василек» хореографи коллективне кăçал Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Халăх туслăхĕн çулталăкне халалланă «Чăваш ташши илемĕ – 2026» чăваш ташшин онлайн фестивалĕнче лауреат дипломĕпе чысланă. Çакăн пек ĕçлесе пырать «Василек» ача сачĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Сентябрь 2026 |
