Ҫар ҫыннисене пулӑшатпӑр

Категория: Общество Опубликовано: 10.09.2026, 14:09 Просмотров: 7

Чӑваш Республики ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫар ҫыннисене тӑтӑшах пулӑшу парать. Иртнӗ эрнере Запорожье облаҫӗпе Донецк Халӑх Республикине 93-мӗш тиев илсе килнӗ. Ҫак эрнере малти линие 94-мӗш парти ӑсатнӑ.

«2026 ҫул пуҫланнӑранпа кӑна Чӑваш Рес- публики 21 гуманитари конвойӗ йӗркеленӗ, вӗсенчен пиллӗкӗшне ҫар госпиталӗсене янӑ. Ҫакӑн пек кашни тиев хыҫӗнче пирӗн боецсен конкретлӑ ыйтӑвӗсем тата кашни кунах фронта пулӑшакансен пысӑк ӗҫӗ тӑрать. Волонтер ушкӑнӗсемпе пуҫламӑш уйрӑмсем подразделенисемпе тӳрремӗнех ӗҫлеҫҫӗ, шӑпах паян кирлине пухаҫҫӗ. Тӗллевсем улшӑнаҫҫӗ, пирӗн пулӑшу вара вӑхӑтра пулмалла. Ҫак пысӑк ӗҫе тӳпе хывакан кашни ҫынна тав тӑватӑп», – палӑртнӑ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4