Сывă пурнăç йĕрки паян пуриншĕн те малти вырăна тухрĕ. Çакна çамрăк ăрăва ачаран ăша хывса хăварма пулăшасси аслă ÿсĕмрисемшĕн пĕрлехи тĕллев пулса тăрать. Муркаш муниципалитет округĕнче спортăн кирек хăш тĕсĕн аталанăвĕ çине те яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çапла вара спортра ăрусем хушшинчи çыхăну çулсерен çирĕпленсе пырать. Юлашки çулсенче «Сывлăх» спорт шкулĕнче ăсталăх туптакан боксерсем те Муркаш ятне çÿлтен çÿле çĕклеме пуçларĕç.
Август уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикинчи 6 çамрăк боксер Санкт-Петербургра тĕнче чемпионĕ Николай Валуев ячĕпе ирттерекен пĕтĕм Раççейри бокс турнирне хутшăнчĕ. Вăл шутран виççĕшĕ – муркашсем: Артемпа Алексей Алексеевсем тата Серафим Хораськин. Палăртма кăмăллă, вĕсем нихăшĕ те киле медальсĕр таврăнмарĕç. Раççейри 31 субъектри 274 вăйлă боксер хушшинче ку лайăх кăтарту пулнине палăртаççĕ тренерсем. Уйрăммăн илсен 63,5 килограмм виçеллĕ категорире кĕрешсе, тăватă хĕрÿ тытăçура шанчăклăн çĕнтерсе, пирĕн ентеш Артем Алексеев «Раççей спорт мастерĕн» нормативне пурнăçларĕ, турнир çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Алексей Алексеев вара 57 килограмм виçере кĕрешсе, виçĕ кĕрешÿри йывăрлăхсене çĕнсе, çурма финала тухрĕ. Пирĕн ентеш хĕрÿ кĕрешÿре очкосемпе Челябинск спортсменне выляса ярса пăхăр медале тивĕçрĕ. Судьясем палăртнă тăрăх ку кĕрешÿри 3-мĕш вырăн боксершăн пысăк çĕнтерÿпе танлашать. Серафим Хораськин та рингра хăйне ырă енчен кăтартрĕ. Тăватă кĕрешÿре шанчăклăн çĕнтерсе пирĕн ентеш финалта Санкт-Петербург боксерне очкосемпе выляса ярса, иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Асăннă турнира хутшăнса пирĕн çамрăк боксерсем республика тата Муркашри бокс шкулĕн чысне хÿтĕлерĕç, хăйсен малашлăхĕ пуррине кăтартса пачĕç. Апла пулсан пирĕн татах пысăкрах шанăçсем пур.
Николай БАГДАСАРЯН, тренер.
Сентябрь 2026 |
