Çакăн пек хавхаланса пĕлтерчĕ ăста композитор, халăх кăмăллакан юрăç, чылай шайри фестивальпе конкурссен çĕнтерÿçи, лауреачĕ Олег Кăйкăр район хаçачĕн редакцине килсен. Чылайăшĕ пĕлме ĕлкĕрчĕ пулĕ, ăна пысăк ĕç шанчĕç, вăл халĕ «Чăваш Ен композиторĕсен ассоциацийĕ – Пултарулăх союзĕ» обществăлла организаци ертÿçи.
– Олег Васильевич, эсир ырă хыпарпа килтĕр те ун пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.
– Чи малтанах эпĕ муркашсене пур енĕпе те килĕштерсе ĕçленишĕн тав тăватăп. Ĕçре те, савăнăçра та вĕсем пĕрле пулма пĕлеççĕ. Пирĕн ассоциаци пайташĕсенчен 15 проценчĕ – Муркаш тăрăхĕнчен тухнă композиторсем. Вăл шутра – çамрăксем те, чылай çул çак енĕпе ĕçлекенсем те. Нихăш муниципалитет округĕнче те пирĕн ассоциацире 30 ытла композитор çук. Çапла йышлă пулни питĕ лайăх ĕç тесе шухăшлатăп эпĕ. Музыка пĕлĕвĕ те муркашсен пысăк шайра. Уйрăмах Юрий Жуков тата Валерий Ильдяков ячĕсем çÿллĕ шайра тăраççĕ. Куракансем вĕсен юррисене питĕ кăмăллаççĕ. Юррисенче чăваш халăхĕ, йăла-йĕрке, атте-анне, тăван çĕр ăнлавсем малта тăраççĕ. Ку, паллах, питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юрă мĕн авалтан ĕçлеме, пурăнма хавхалантарнă, çавăн пекех çар çыннисем те юрăпа малалла утнă. Виталий Гордеев – Муркаш тăрăхĕн мухтавлă ывăлĕ. Халăх çыравçи, поэчĕ, ăста калемçĕ Михаил Юхма сăввисемпе эпĕ Виталий Ильич валли сахал мар юрă çыртăм.
– Пирĕн округри пултарулăх ушкăнĕсем пирки мĕн калама пултаратăр эсир. Тен сирĕн ĕç вĕсемпе тачах çыхăнман та пулĕ.
– Эпĕ ытларах композиторсемпе ĕçлетĕп, çапах та пултарулăх ушкăнĕсем мĕнле ĕçлесе пынине те пăхса пыратăп. Уйрăмах халăх ятне тивĕçнĕ ушкăнсен ăсталăхĕ пысăккине куратăп. Раççей, тĕнче шайне тухса вĕсем Муркаш ятне кăна мар, республика ятне çÿлте тытаççĕ. Фольклор ушкăнĕсем пултаруллă. Тĕслĕхрен, Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи ушкăна чылай çĕрте пĕлеççĕ, вĕсем тĕрлĕ мероприятие илем кÿреççĕ. Атте-анне йăли-йĕрки, чăвашлăх курăнать артистсен ăсталăхĕнче. Хамăр ассоциаци ячĕпе муркашсене май пур таран хавхалантарма тăрăшатпăр эпир.
– Кунта, манăн шухăшпа, округ администрацийĕн культура пайĕн тÿпи те пурах.
– Шăпах та ун пирки каласшăн эпĕ. Муркаш округĕнче культура ĕçченĕсене Любовь Рыжкова ертсе пырать. Чăн та вăл çак сферăна аталантарассишĕн, культура шайне çÿле çĕклессишĕн, ĕçченсен ăсталăхне ÿстерессишĕн тапăртатса тăрать, малалла пăхса ĕçлесе пырать. Çавăн пек çивĕч тата анлă тавракурăмлă çынсем кирлĕ пире, культура ĕçченĕсене. Унăн специалисчĕсем пурте хăйсен вырăнĕнче тесе калас килет. Кадрсен ыйтăвĕпе ĕçлени курăнать. Паллах, йывăр ыйту хальхи вăхăтра. Çапах та, ытти округрипе танлаштарсан, муркашсем ку енĕпе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.
– Çак çул сирĕншĕн мĕнпе асра юлĕ?
– Пысăк талантлă çын тесе мухтанмастăп эпĕ, ĕçлеме вара ÿркенместĕп. Ĕçтешсем манăн ĕçе, тĕрĕсрех каласан – юррăмсене – пысăка хурса хакларĕç. Ăсталăх çуках мар пулас, тен çавăнпах та пулĕ мана пысăк ĕç шанчĕç. Чăваш Ен композиторĕсен ассоциацине ертсе пыма хушрĕç. Паллах, эпĕ иккĕлентĕм пулин те, çак тилхепене тытрăм, ĕçлеме пуçларăм. Шанăçа тÿрре кăларасчĕ-ха. Тăван халăхшăн, чăваш культуришĕн, тăван Шупашкар хулишĕн, асатте-асанне юррисене упраса хăварассишĕн малалла та тăрăшасчĕ-ха. Вĕсене савса, мухтаса çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем çырасчĕ. Манăн ят манăн ĕçсенче курăнса тăтăр. Çавăн пекех эпĕ кăçал хамăн 65 çулхи юбилея паллă турăм. Ку тапхăра пурнăçа ăнланса çитнĕ тапхăр тесе шухăшлатăп. Чылай çĕре çитрĕм, пурнăç тути-масине те туйрăм. Тепĕр çавра çул вăл – сцена çине тухни 50 çул. Çаксем тĕлĕшпе хамăн юлташсем, ĕçтешсем пулăшнипе пултарулăх каçне ирттертĕмĕр эпир. Савăнăçлă кăна мар, пăлхануллă та иртрĕ вăл. Пысăк шайри юлташсем хутшăнчĕç çак тĕл пулăва, манăн ĕçсене пысăк хак пачĕç. Кун пек хисеп, паллах, манра çĕнĕ тĕллевсем çуратрĕ. Юрăсене вара эп 35 çула яхăн çыратăп.
– Сирĕнте пысăк талант пурри аванах курăнать. Ăçтан пуçланнă-ха ку?
– Талант тесен ытла хăпартланнă пек те туйăнать. Анне ял фельдшерĕнче ĕçлетчĕ. Мана хăйĕнпе пĕрле ĕçе илсе каятчĕ. Эпĕ вара, пĕчĕкскер, пукан çине хăпарса тăрса унта пынă çынсем валли чăваш, вырăс тата вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене юрлаттăм. Çакна та палăртса хăварас килет, манăн атте иртнĕ вăрçа хутшăннă. Чуна тивмелле самантсем çаксем, аса илме савăнăçлă та, хумхануллă та. Вăл вăхăта нихăçан та асран кăлармăп эпĕ... Манăн аннен ашшĕ хăй вăхăтĕнче хупах тытнă. Асанне чиркÿ хорĕнче юрланă. Çавăнпа та манра юрă-кĕвĕ никĕсленнĕ тесе шухăшлатăп. Хамăн пурнăçа эпĕ юрă-кĕвĕсĕр ăнланмастăп та.
– Юрă çырасси çăмăл ĕç мар.
– Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ чухне хам тĕллĕн юрăсем çырма пуçларăм. «Эсĕ симфони çырасси иккĕлентерет, юрăсемпе балладăсем çырасси – санăн», – терĕç мана вĕрентекенсем. Ку, паллах, мана çунатлантарса ячĕ. Тăван халăха килĕшмелле çырма пултарăп-ши терĕм. Çапла эпĕ профессионал авторсен сăввисем тăрăх юрă кĕвĕлеме пуçларăм. Каярах Санкт-Петербургри культура институтĕнче вĕрентĕм. Çапла çул хыççăн çул иртрĕ, чылай çул эпĕ сцена çинче, куракан умĕнче.
– Юрă-кĕвĕ ăстине илемлĕ юрăсем çырса халăх умне ытларах тухма ăнăçу сунатăп.
Роза ИЛЛА РИОНОВА калаçнă.
Сентябрь 2026 |
