Пултаруллă воспитатель çĕршыв шайне тухрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2026, 09:04 Просмотров: 26

Сăн ÿкерчĕкре нумаях пулмасть пĕтĕм Раççейри «Лучшие практики развития родной речи детей дошкольного возраста» професси конкурсĕн Липецк хулинче иртнĕ пĕтĕмлетÿ тапхăрне хутшăннă Алина Вадимова воспитателе куратăр. Çак ĕçе хутшăнма ăна конкурсăн республика тапхăрĕнче пысăк ăсталăх кăтартни çул уçрĕ. Республикăра палăрнисене Раççей шайне тухма суйларĕç.
Мероприятие Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерстви йĕркеленĕ. Пĕтĕмлетÿ тапхăрне Раççейĕн 87 регионĕнчи 130 педагог хутшăннă – 85 учитель тата 46 воспитатель. Чăваш Ентен конкурса иккĕн кайнă: «Путене» ача сачĕн воспитателĕ Алина Вадимова тата Шупашкар хулинчи 62 номерлĕ шкулта чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекен учитель Роза Морозова. Ăсталăх конкурсĕ пилĕк куна пычĕ, çак ĕç мĕнле пынине тÿрĕ эфирта пăхма май килчĕ. Алина Александровна конкурсра шкулчченхи ÿсĕмри ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне-калаçăвне аталантарас практикăра ăсталăх кăтартрĕ. Инçе çул хыççăн эпĕ воспитательпе тĕл пултăм. «Маншăн çак конкурс питĕ пăлхануллă иртрĕ. Халиччен ун пек пысăк шайри мероприятие хутшăнма тÿр килменччĕ мана. Унта çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов та хутшăнчĕ. «Педагогсем ачасене чĕлхене тата культурăна хисеплеме вĕрентеççĕ. Çакă çĕршыв наци хăрушсăрлăхне, Раççей халăх пĕрлĕхне никĕслеме май парать», – терĕ вăл. Эпĕ ача садĕнче В. Воскобовичăн вырăсла технологине чăвашла усă куратăп. Çак технологипе ыттисене паллаштартăм. Паллах, вĕрентÿре вырăс ачисем пулчĕç, вĕренĕве вырăсла ирттертĕм. Чăваш сăмахĕсемпе те усă куртăм, тăватă-пилĕк сăмах астуса юлчĕç ачасем. Çĕнтерÿçĕ йышне кĕреймерĕм пулин те, маншăн Липецк хулинчи тĕл пулу чылайлăха асра юлĕ. Унта çĕнĕ юлташсем тупрăм, ĕçтешсенчен кăсăклине чылай пĕлтĕм, паллах, хам ĕç пирки те каласа патăм, ĕçре усă курма май пур технологие куртăм. Именсе-хăраса тăмарăм, хама шанчăклă тытрăм, маншăн ĕçтешсем те пăшăрханнине туйса тăтăм. Эпĕ тăхăннă чăваш тумĕпе, тĕррипе кăсăкланакансем те тупăнчĕç. Жюри членĕ вара манпа пĕрле тăрса сăн ÿкерĕнчĕ. Мероприятин тĕп теми тăван чĕлхе управĕпе аталанăвĕ пулчĕ. Хамăрăн атте- анне, асатте-асанне чĕлхине кашни ача пĕлмелле», – терĕ Алина Александровна.

Алина Вадимова хăй кăмăлланă профессире педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнăранпа 21 çул тăрăшать. Малтан Шупашкарта ĕçленĕ, хыççăн – Муркашра. «Мана çак професси питĕ килĕшет. Тепĕр хут суйлас пулсан та çак ĕçех суйланă пулăттăм. Эпĕ ĕçе кайса ачасемпе ĕçлесе канатăп. Килте вара – урăхла лару-тăру», – терĕ вăл. Тăрăшулăхне кура нумаях пулмасть Алина Александровнăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н. Угасловăн Тав çырăвне парса чысларĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4