Раççейре ют çĕршывсен санкцийĕсем ĕçленĕ тапхăр пире хамăрăн ял хуçалăх производстви çине уйрăмах тимлĕ пăхма ыйтать. Ку вара выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче паян пурнăçа кĕртекен тĕрлĕрен технологипе пĕрлех выльăхсен сывлăхĕ тĕлĕшпе те тимлĕхе малти вырăна кăларать. Кунта уйрăмах урни чирĕпе сыснасен африка чуми ял хуçалăх производствишĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине манмалли çук. Çакна шута илсе иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службинчен округ администрацине килти хушма хуçалăхсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче сысна усракансем тĕлĕшпе африка чумипе асăрхаттару çырăвĕ килсе çитрĕ.
Çавна май хаçат тĕпелне паян районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири выльăх тухтăрне Татьяна КИСЕЛЕВĂНА уçă калаçăва чĕнтĕмĕр. Халĕ ăна сăмах:
– Калаçу пуçламăшĕнче çакна асăрхаттаратăп: сысна ĕрчетекен хуçалăхсене биологи хÿтĕлевĕ пама иртнĕ кунсенче пĕтĕм Раççейре çулсерен ирттерекен профилактика уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Пытарма çук, пирĕн округра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пĕрлешÿллĕ кооперативсенче те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те, ял çыннисен килти хушма хуçалăхĕсенче те анлă сарăлнă. Маларах асăннă мероприятие çулла ирттерни çак вăхăтра чир сарăлас хăрушлăх пысăккипе çыхăннă. АЧС вирусĕ шăнтнă какайра 15 çул, тăварланă ашра 300 талăкчен, строительство материалĕсем çинче 180 кун таран пурăнма пултарать.
– Эсир тĕрĕслевре мĕн çине ытларах тимлĕх уйăратăр?
– Сыснасен африка чуми – килте е пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен фермисенче усракан тата хир сыснисене кирек хăш ÿсĕмре те ерме пултаракан хăрушă чир. Вăл çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулма пултарать. Унăн пуçаруçисем – чирлĕ е çак чирпе вилнĕ сыснасем. Чирлесе ирттернĕ сыснасенче вирус нумай вăхăт упранма пултарни уйрăм хăрушлăх кăларса тăратать. Кун пирки никамăн та манмалла мар. Асăннă чир пирĕн патăмăра килсе ан кĕтĕр тесен килти хушма хуçалăх хуçисен те тимлĕхе çÿллĕ шайра тытмалла, кая юлмасăр тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсемпе йышăнусем тумалла, асăрханăва ÿстермелле.
– Хаçат вулакансене сыснасен африка чуми епле сарăлни пирки асăрхаттарса хăвармăр-ши?
– Чир сарăлмалли çул анлă: вăл чирлĕ сыснасем сыввисемпе хутшăннипе, аш-какайпа унран хатĕрленĕ продуктсем тата выльăхсен каяшĕпе, сысна пăхакансен ĕç хатĕрĕсемпе, чирлĕ е çак чирпе вилнĕ сыснасем çинчи паразитсемпе тата хурт-кăпшанкă урлă сарăлни паллă. Сыснасен африка чумин инкубаци тапхăрĕ 2 кунран пуçласа 22 талăка çити тăсăлать. Çавăнпа та сысна хăйне кансĕр тытнине асăрхасан унăн хуçин çийĕнчех выльăх тухтăрне чĕнмелле. Чир хăвăрт та, ерипен те аталанма пултарать. Ытларах чухне 7-10 талăкран чирлĕ сысна вилет. Чир пуçлансанах сыснан ÿт температури 41 – 42 градуса çити ÿсме пултарать, выльăх хăйне кансĕр тыткалама пуçлать, ытларах выртать, апат çимест е наянланса апатланать. Хыççăн унăн утти вăйсăрланать, сывлав тапхăрĕ кĕскелет, выльăх хашкаса сывлама пуçлать, ÿчĕ тĕллĕн-тĕллĕн кăвакарать, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать, сăмсаран юн каять. Выльăха тытса пăрахнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Чирлĕ сысна амисем час-часах çура пăрахаççĕ.
– Выльăх пăхаканшăн – ку вăл хăйне май инкек. Унран асăрханма мĕн сĕнме пултаратăр?
– Ялсенче сысна усракансем пур-ха. Маларах каланинчен вĕсене çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума сĕнетĕп: сывă сысна çурисене ветеринари докуменчĕсене пăхса çеç туянмалла; килти хушма хуçалăхра сысна тытаканăн ăна ялан «хупă» йĕркепе тытассине йĕркелемелле; выльăх юлашкисене сыснасене лайăх пĕçерсе çитермелле; сыснасен сывлăхне тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла; чир паллисем палăрсан кун пирки пĕр тăхтаса тăмасăр выльăх тухтăрне пĕлтермелле; сыснасемпе хир сыснисен какайне апатра усă куриччен ялан ветеринарипе санитари экспертизи тумалла; сыснасем тытакан пÿлĕмсене тăтăшах сăвăссемпе юн ĕçекен ытти хуртсенчен дезинфекцилесе тăмалла; килти хушма хуçалăхри сысна витисене шăшисемпе йĕкехÿресенчен тасатассипе тăтăш ĕçлемелле; сыснасене тăрантарма обществăлла апатлану предприятийĕсенчи каяшпа усă курмалла мар; выльăх апатне чир тĕлĕшĕнчен таса регионтан çеç туянмалла. Асăрхаттару мелĕпе çакна та каласа хăварас килет. Вăл е ку хуçалăхра сыснасен африка чумине тупса палăртсан, асăннă хуçалăха карантина хупаççĕ. Чир палăрнă вырăнтан 20 километрлă радиусра сыснасене тата вĕсенчен илнĕ продукцие, сыснасем валли хатĕрленĕ апата, асăннă выльăхсене тытнă сарайсемпе усă курнă инвентаре пĕтереççĕ. Ял çыннисем валли тепĕр пĕлтерÿ. Килти хушма хуçалăхра туса илнĕ какайпа сĕте тата тăпăрчăна пасара сутма каяс пулсан, сутуçăсен ветеринари докуменчĕ пирки манмалли çук. Ку та сутуçă умне тĕрĕслевçĕсем енчен хушма ыйтусем кăларса тăратма пултарать.
Анатолий БЕЛОВ калаçнă.
Сентябрь 2026 |
