Кĕр кунĕсем кил хуçалăхра та, пасарта-магазинра та тĕрлĕ пахча çимĕçрен пуян. Кунашкал çимĕçсем хушшинче арбузпа дыня та пур. Асăннă пахча çимĕç паян сутлăхра та сахал мар. Ăна туяннă чухне мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла? Çак ыйту çине «Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрĕ» федераци сывлăх сыхлав учрежденийĕн санитарипе гигиена лабораторийĕн химик-эксперчĕ Анна ПАВЛОВА хуравлать.
– Кĕр пуянлăхĕ – пурте кĕтнĕ вăхăт. Анчах паянхи пахча çимĕç пирĕнтен кашнинчен тимлĕх ыйтни пирки те пирĕн манмалли çук. Пасарта е магазинра арбуз туяннă чухне мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла-ха? Тулаш енчен илсен:
– арбуз вăтам виçеллĕ, анчах питĕ йывăр мар пулмалла;
– ун çинче каснă е çурăлнă паллăсем кирлĕ мар;
– арбуз пĕтĕмпех типĕ пулмалла;
– арбуз çинчи йăрăмлă йĕрсем лайăх курăнмалла тата хуппи хытă пулмалла;
– арбуз çинче çурăк вырăнсем пулмалла мар;
– арбуза шаккасан вăтам уçă сасă тухмалла;
– çĕр çинче выртнă вырăн çутă сарă тĕспе палăрмалла;
– алă лаппипе çапсан вăл хуллен чĕтренсе илмелле.
Дыньăна суйлассин те хăйĕн йĕрки пур:
– асăннă пахча çимĕç пĕр тĕслĕ пулмалла, ун çинче суранланнă вырăнсем кирлĕ мар;
– шăрши тутлă та уçă пулмалла;
– дыня çеçкепе сыпăннă тĕлте пĕчĕк путăк пулни вăл пиçсе çитнине пĕлтерет;
– туяниччен дыня ăçтан килнипе кăсăкланăр;
– дыньăпа арбуза сезон вăхăтĕнче (çу вĕçĕнчен пуçласа хĕл кунĕсемччен) туянма тăрăшăр.
Дыньăпа арбуза туяннă чухне вĕсем таса тата сурансăр пулнине пăхăр. Суранланнă çимĕç часах япăхма пултарать. Ку вара сывлăхшăн уйрăмах сиенлĕ. Арбузпа дыньăна апат-çимĕç магазинĕсенче е ятарлă пасарсенче туянăр. Вĕсене сутлăха кăларнă документсемпе паллашăр. Сутуçă сире вăл документсене кăтартмасăр пултараймасть. Кунта саккун сирĕн енче. Çур арбуз е дыньăн касăкĕсене ан туянăр. Вĕсем сирĕн сывлăхшăн сиенлĕ пулма пултараççĕ. Дыньăна та арбуз пекех суйласа илме сĕнетĕп. Пиçсе çитнĕ çимĕçĕн пуçĕ вĕçĕнчен кăшт çемçерех пулмалла. Çак палăрăм пулманни дыня пиçсех çитейменни пирки калать. Сутма кăларнă дыньăн тутлă шăршăллă пулмалла, ахальлĕн ку çимĕçе туянма сĕнÿ çук. Арбуз е дыня туяннă чухне çынсен мĕн асра тытмалла?
1. Манса ан кайăр, асăннă çимĕçсене автоçулсем хĕррипе тата ятарлă суту-илÿ вырăнĕ йĕркелемесĕр алăран е автомашина çинчен сутма юрамасть. Кун пек вырăнсенче сутуçăсен харпăр хăй гигиенине пăхăнма майĕ çук. Кунсăр пуçне арбузсемпе дыньăсем те тивĕçлĕ санитари экспертизи тухаймаççĕ. Вĕсенче йывăр металсем пулма пултараççĕ. Кунашкал суту-илĕве ытларах чухне медицина тĕрĕслевĕ тăман тата медицина кĕнекисем çук сутуçăсем пурнăçлаççĕ.
2. Арбузсемпе дыньăсене апат-çимĕç магазинĕсенче е çивиттипе витнĕ суту-илÿ вырăнĕсенче, ятарлă пасарсенче туянмалла. Сутуçă таса тумлă, медицина кĕнекиллĕ пулмалла. Суту-илÿ вырăнĕнче предприниматель кам пулнине кăтартни тата асăннă продуктсемпе сутă тума ирĕк пани кирлĕ.
3. Сутуçă çумĕнче сутакан продукци ăçтан килнине, унăн пахалăхне тата хăрушсăрлăхне кăтартакан документсем пулмалла.
4. Арбузсемпе дыньăсене ятарлă контейнерсенче упрамалла.
Сентябрь 2026 |
