Район шайĕнче ырă йăлапа çуллен ирттерекен Тыр-пул уявĕ - вырăнта ял хуçалăх ĕçченĕн тăрăшулăхне тимлĕхсĕр хăварманнин палли. Акă черетлĕ вырма хыçа юлчĕ. Ĕç коллективĕсенче тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕç ĕнтĕ. Халĕ уява тухмалли çеç юлчĕ. Уй-хир ĕçĕсене технологие пăхăнса вăхăтра пурнăçланăран кашни хуçалăхрах тырри-пулли кăçал кĕлет туллиех. Çак пуянлăха тăвас ĕçре "хир карапĕсен" штурвалĕ умне ларса вырмана тухăçлă ирттерекенсем - уйрăм хисепре, чысра.
Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Александр Ишаков - "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕн инженерĕ. Вырма тапхăрĕ çитсен Александр Петрович кăçал та иртнĕ çулхи пекех "хир карапĕн" штурвалне алла илчĕ. Ĕç çине тĕплĕ хатĕрленсе, дисциплинăна пăсмасăр ĕçлесе хастар инженер-механизатор хăйне çирĕплетсе панă ДОН-1500 комбайнпа черетлĕ вырмара 1162 тонна тырă çапса тĕшĕлесе кĕлете кĕртме хевте çитерчĕ.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Август 2026 |
