Пĕрлехи информаци кунĕ Муркаш округĕнче иртрĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.09.2023, 17:33 Просмотров: 253

photo 2023 09 20 17 31 55

Киберхăрушсăрлăх тата телефон ултавçисенчен сыхланасси, вырма ĕçĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тата харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекен граждансене Чăваш Республикинче тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕн мелĕсем, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси - шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç Муркаш муниципалитет округĕн территоийĕнче сентябрĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕл пулусенче.

Информаци кунĕнче Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, республика Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов, Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов Ярославка тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Маларах вара информаци ушкăнĕн членĕсем Муркаш муниципалитет округ администрацийĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Ял çыннисемпе Ярославка территори пайĕнчи тĕл пулу кунти Культура çуртĕнче иртрĕ. Малтанах телефон ултавçисенчен сыхланасси пирки сăмах хускатрĕç. Çул-йĕр патруль службин патшалăх тĕп инспекторĕ Валерий Димитриев каласа панă тăрăх, юлашки вăхăтра телефонпа çыхăннă ултав серепине çаклаканакансем сахал мар. Пирĕн округра та кун пеккисем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Ултавлă майпа вăрланă укçа-тенкĕ сумми кăçал 3,2 млн тенкĕпе танлашнă та ĕнтĕ.

Карта, счет даннăйĕсене никама та, вăл шутра банк сотрудникĕсене те пĕлтерме юрамасть. Çитменнине банк сотрудникĕсем хăйсен клиенчĕсенчен кун пек даннăйсене ыйтмаççĕ. Тĕрĕссипе палламан-туман çынсемпе асăннă темăсемпе калаçма та кирлĕ мар, телефона сÿнтермелле кăна.

Информаци кунĕн ытти темисене çутатнă май, округ пуçлăхĕ Алексей Матросов округра вырма ĕçĕсем епле пыни пирки чарăнса тăчĕ. Кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем14925 гектар çинче акса ÿстернĕ. Çак вăхăта вĕсене пĕтĕмпе тенĕ пекех пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Тухăç вăтамран пĕр гектар пуçне 29 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç «Ударник», Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенче. Çĕр улми, пахча çимĕç пухса кĕртес ĕçсем пыраççĕ, вĕсен тухăçĕ те япăх мар. Кĕрхи культурăсене сентябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне 6703 гектар акса хăварнă. Ку вăл планпа пăхнин 95 проценчĕ. Условнăй пĕр выльăх пуçне 29,6 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Округра хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе çитнĕ ĕнтĕ. Ку ĕçсем çинче те чарăнчĕ Алексей Николаевич.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов хăйĕн сăмахĕнче республикăра кăçалхи вырма ĕçĕсене мĕнле вĕçлесе пыни çинче чарăнса тăчĕ. Ĕçсем пĕтĕмĕшле япăх шайра мар. Ытларах продукципе республика хăйне хăй çителĕклипех тивĕçтерет. Çитес çулхи тухăç валли çирĕп никĕс хывса хăварнă, кĕр акине агротехникăпа пăхнă пек вăхăтра ирттернĕ.

Агропромышленноç комплексне пулăшасси республикăра тĕп вырăнта. Апат-çимĕç предприятийĕсем, аграрисем, фермерсемпе харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекенсем валли 76 йышши пулăшу мелĕ вăйра. Аграри отрасльне субсидилеме кăçал 3,2 млрд тенкĕ уйăрнă.

«Газпром газораспределение Чебоксары» акционер обществин Муркашри филиалĕн директорĕ Сергей Попов çынсене газпа тивĕçтерсе тăрассипе сентябьтен вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Малашне граждансем газ приборĕсене пăхса тăма асăннă организаципе кăна килĕшÿ тума тивĕç. Унччен кун пек организацисем республикипе 2 - 3 те пулнă. Малашне ытти газ организацийĕсемпе тунă килĕшÿсем саккунлă мар пулса тăраççĕ. Пĕрре тунă килĕшÿ 3 çул вăйра пулать.

Тĕл пулăва хутшăнкансем информаци кунĕнче хăйсене интереслентерекен тĕрлĕ ыйту сахал мар хускатрĕç. Ыйтусем нумай хваттерлĕ çурт патĕнче ача-пăча площадки йĕркелесси пирки те, Çĕн Чемей ялĕнчи Яргейкин тата Новая урамсенче пурăнакансене шывпа тивĕçтересси пирки те пулчĕç. Информаци ушкăнĕн членĕсем ăнлантарса панă тăрăх, çĕкленĕ чылай ыйтăва вара хальхи вăхăтра пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе татса пама çăмăлрах. Апла пулсан çынсен хăйсен пуçаруллăрах пулма тивет. Ыйтни кăна çителĕксĕр.

Çĕнтерÿ паркне эрех-сăра ĕçмелли вырăн туса хуни пирки сăмах пулчĕ. Унта тирпейлĕ мар иккен. Апла пулсан çак йĕрксĕрлĕхе тăвакансенчен çирĕпрех ыйтас пулать. Кун пеккисене штрафлани те ытлашши пулмĕ.

Округ администрацийĕнчи йышăнура çĕкленĕ пекех, кунта та хуçасăр йытăсен ыйтăвĕ пурри сисĕнет. Çамрăк амăшĕсем хăйсен пепкисемшĕн пăшăрханаççĕ. Мĕншĕн тесен йытă ушкăнĕсем ача-пăча площадкисем патĕнче те чупса çÿреççĕ. Ыйтăва хуравланă май, округ пуçлăхĕ Алексей Матросов хуçасăр йытăсене тытассине йĕркелеме хушма заявкăпа республикăна тухни пирки каларĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕн ĕçне Нискасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсен медиастуди членĕсем Фекла Суворовăпа Виктория Голубева хутшăнчĕç, вĕсем хăйсен шкулĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерессин тата çамрăксене ялта тытса хăварассипе округ шайĕнче мĕнле ĕçсем туса ирттерме май пуррипе интересленчĕç.

Округ пуçлăхĕ Алексей Матросов капиталлă юсав ĕçĕсен проекчĕ пуррине асăнчĕ, ĕçсене çывăх çулсенче тума май пулассине каларĕ. Çамрăксем ытларах ялта юлччăр тесен вара çителĕклĕ чухлĕ ĕç вырăнĕсем, лайăх ĕç укçи кирлĕ. Ку ыйтусене округ администрацийĕ тимлĕхрех тытать. Çитменнине тата шкул çулĕсенченех ачасенче патриотизм туйăмне аталантарса пыни те пĕлтерĕшлĕ. Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă тесе ахаль каламаççĕ. Тăван еншĕн, унăн аталанăвĕшĕн çунса тăракан валли паян ялта ĕçлесе пурăнма майсем сахалах мар. Ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕ те курăмлă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4