
Пĕлетпĕр, сентябрĕн 8 – 10-мĕшĕсенче Чăваш Енри 9 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче хушма суйлав иртет. Вăл шутра - Муркаш муниципалитет округĕнче те.
Акă мĕн каласа пама кăмăл турĕ Муркаш территори суйлав комиссийĕн председателĕ Лилия ТАРАСОВА:
– Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕсене суйлассипе 13-мĕш Турай тата 14-мĕш Хорнуй суйлав округĕсенче хушма суйлав ирттерме палăртнă.
13-мĕш Турай суйлав округне 3 суйлав участокĕ кĕрет. Кусем вĕсем 1225-мĕш, 1226-мĕш тата 1227-мĕш суйлав участокĕсем. Сасăлава Турай, Çулав, Уйкас Турай, Çаранçырми, Мăн Токшик, Çукткÿл, Çĕн Хресчен, Анаткасси, Çатракасси, Кĕçĕн Чураш, Тушкасси ялĕсенче пурăнакансем хутшăнаççĕ. Вĕсен пурин те Муркаш округ Пухăвне пĕр депутат суйламалла.
Çавăн пекех хушма суйлав 14-мĕш Хорнуй суйлав округĕнче те иртет. Суйлав участокĕсем ку округра та виççĕ: 1219-мĕш, 1228-мĕш тата 1229-мĕш суйлав участокĕсем. Сасăлава Атапай, Çеменкасси, Сентимĕр, Пиккикасси, Тойкилтĕ, Шаптак, Платкасси, Хорнуй ялĕсенче пурнăнакансем хутшăнаççĕ. Вĕсен те округ Пухăвĕн пĕр депутатне суйламалла пулать.
Суйлав участокĕсем виçĕ кун – сентябрĕн 8, 9 тата 10-мĕшĕсенче ĕçлеççĕ. Ирхи 8 сехетрен тытăнса 20 сехетчен уçă пулаççĕ. Виçĕ кун хушшинче участокри сасăлав пÿлĕмĕнче кирек хăш кун та сасăлама пулать.
Икĕ округпа сасăлава хутшăнакансем пĕтĕмпе 1425 çын. Кăçалтан çĕнĕлĕх пур. Сасăлава дистанци электрон мелĕпе те хутшăнма май пур. Кун пеккисен суйлав участокне каймалла пулмасть. Апла пулсан вĕсем сентябрĕн 8 – 10-мĕшĕсенче сентябрĕн 8-мĕшĕнчи 8 сехетрен тытăнса сентябрĕн 10-мĕшĕнчи 20 сехетчен кирек хăш вăхăтра та, çавăн пекех кирек хăш вырăнтан та сасăлама пултараççĕ. Вĕсен компьютер, алăра телефон е планшет пулни çителĕклĕ. Çапла майпа сасăлава хутшăнас текенсен патшалăх услугисен порталĕнче сентябрĕн 4-мĕшĕччен заявлени памалла пулнă. Сăмах май, хушма суйлава хутшăнакан пĕтĕм суйлавçăсенчен 396 çын шăпах ĕнтĕ çапла майпа сасăлама кăмăл турĕ. Мĕншĕн тесен ку питĕ меллĕ, чăрмавлă мар, кану кунĕсенче ĕç пăрахса суйлав участокне утма кирлĕ мар.
Сентябрь 2026 |
