Тăван çĕшыва хÿтĕлекенсемпе мăнаçланатпăр

Категория: Главные новости Опубликовано: 08.09.2023, 10:10 Просмотров: 262

2 2

Украина территорийӗнче ятарлă ҫар операцине хутшӑннисенчен хăш-пӗри отпуска таврӑнчӗ. Вӗсемпе районта тӗрлӗ тӗл пулусем иртеҫҫӗ.

Пирӗн паянхи статьямăрăн геройӗ вара – Ситуккасси ял ачи Алексей Сергеевич Петров. Алешӑна ӑсатнӑ чух эпир те тӑванӗсемпе пӗрле хуйхăртăмăр. (Пӗр сӑмахпа каласан, эпир çыннисене телейлӗ пурӑнтарасшӑн, вӗсен пурнӑҫӗнче яланах ырлӑх ҫеҫ пултӑр тетпӗр). Хам вӗрентнӗ Алешӑна хальхинче Муркашра курсан вара калама ҫук савӑнтăм, шкул ачисемпе тӗл пулӑва чӗнтӗм. Унран тӳрех ҫав территорири лару-тăру ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнтӑм.

Вӑл мобилизаци пӗлтерсенех пӗлтӗрхи октябрь уйӑхӗнче чӗре чӗннипе тата присяга панӑ тӑрӑх СВО зонине кайнă, халӗ кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнӗ. Хӑйӗн ӗҫӗн профессионалӗ, питӗ кирлӗ специалист Тӑван ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтра хӑйне чӑн-чӑн патриот пек кӑтартнă. Приказ илсен, пӗр минут та иккӗленсе тӑмасӑр, вӑл малти линие тухса кайнӑ, унта халӗ те хӑйне чи лайӑх енчен кӑтартать. Ӑна икӗ хут награда пама представлени ҫырнӑ. Серая зона тенинче, хӗрлӗ зонӑра та, пӗрремӗш ҫапăçу линийӗнче те службӑра тӑнӑ, ҫапӑҫусене тӳрремӗнех хутшӑннӑ. Çар операцийӗсенче темиҫе хут та пулма ӗлкӗрнӗ. Унтан аслӑ сержанта медицина чаҫне куҫараҫҫӗ. Вӗсен ҫапӑҫу хирӗнчен хамӑрӑн аманнӑ тата пуҫне хунӑ салтаксене илсе тухмалла.

Пуç усмасть ентеш. Вӑл ӗнтӗ эпир пӗлекен шухă, нумай калаҫакан çамрăк каччă мар. Халӗ вăл çирӗп кӑмӑллӑ, сӑмахӗсене виҫсе, шухӑшласа кăна калаҫакан çын. Алексей тăнăç пурнăçрах яшсене-арçынсене тивӗçлӗ ӗҫсене пурнăçланă – вӗренсе тухнӑ, унтан Росгвардие салтака кайса килнӗ, çемье çавăрнă, ачаллӑ-пӑчаллӑ пулнӑ.

– Чи тунсӑхлаттараканни, чи хуйхăртаканни те – атте-анне тата манăн ҫемье, Диана мӑшӑрӑм, Алиана хӗрӗмпе Руслан ывӑлӑм. Вӗсемшӗн, вӗсене макӑртас марришӗн пурӑнас килет, – тет Алексей.

Хӑрушӑ лару-тӑрура арҫынсен тӑванлӑхӗ, окопсенче пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма васкани, вӗсем юлташӗсемшӗн епле пăшăрханни ҫинчен ҫар ҫынни каласа парать. Ҫаксене каласа панă чухне вара унӑн куҫӗнче хурланни те сисӗнчӗ.

Алексей Муркаш округӗнчен илсе кайнă, округра пурӑнакансем пухса янă гуманитари пулӑшӑвне те хăйсем патне çитернине пӗлтерчӗ. Ҫакӑншӑн округра пурӑнакансене те, уйрӑмах Москакасси, Кашмаш тӑрӑхӗсенче пурӑнакансене, Надежда Никитина хастар чӗреллӗ хӗрарӑма ҫар ҫыннисем пурте тав тунине палӑртрӗ вӑл.

– Çар операцийӗ пыракан территорие сайра ҫын çеç кӗрсе тухма, хӑйӗн ентешӗсен сывлӑхне пӗлме, пулăшăва та адреспа çитерсе пама пултарать. Пирӗн округ ҫыннисем вара ҫав тери ырă чунлăскерсем. Муркаш округӗнчен гуманитари пулӑшӑвӗ пирӗн пата ҫитерни пӗр сюрприз пулсан, маншӑн хамăрăн округра вӗренекенсем фронта çырнă çырусемпе ӳкерчӗксем килсе çитни тата тепӗр савăнăç пулса тӑчӗ. Унта вӗт хамăр енчен вӗрекен ҫил те хаклӑ. Хамӑрӑн Раҫҫей салтакӗсене пулӑшакансене хам ятран та, юлташсен ячӗпе те чӗререн тав тӑватӑп, – терӗ Алексей Сергеевич Петров.

Унӑн каласа памалли нумай. Паян та вӑл манпа калаҫнӑ чухне пур ыйту ҫине те, паллах, хуравлаймарӗ. Ҫак уйӑхсем пулман пекех, вӑл кулакан, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынах юлнă. Унпа калаҫнӑ чух, шӑпах ҫакӑн пек ачасене пула – ансат та ҫав вӑхӑтрах хӑюллӑ та шанчӑклӑ парӑма пула, эпир пурпӗрех ҫӗнтеретпӗр текен ӑнлану çуралать ĕнтĕ!

Пирӗн каччăсен канӑвӗ – кӗске вӑхӑтлӑха. Вӗсем ҫак кунсенче Украина территорине ҫӗнӗрен кӗме хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсене пурне те тӑван ене ырă-сывă таврӑнма сунатпӑр

 Олег ТАРАСОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4