Юлашки çулсенче сăвăс нумайлансах пырать. Вĕсем йышăнакан лаптăксем те ÿсеççě.
Вăрмантан кăна мар, уй-хиртен те çаклатса килме пулать вĕсене. Этем çине лекнĕ сăвăс юн ĕмнипе пĕрле хăйĕн сурчăкĕпе пĕрле çын организмне тĕрлĕ инфекци чирне пуçарса яракан микробсем, вируссем лектерме пултарать. Сăвăс ертекен чирсем пирки Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрěн энтомологĕ Дина Григорьевна Алексеева каласа парать:
– Сăвăссем çынна вирус энцефаличě (пуç мими шыçни), боррелиоз е Лайм чирě, туляреми, эрлихиоз, Анăç Нил сив чирě ертме пултараççě. Пирěн республикăра асăннă списокран кашни çулах сăвăс боррелиозĕпе (тепěр ячě Лайм чирě) аптракансене палăртаççě. Уйрăммăн илес пулсан, сăвăс вирус энцефаличě – çивěч инфекци чирě, тěп нерв тытăмне сиенлет, нумай енлě клиника паллисемпе, йывăрлăхěпе уйрăлса тăрать. Вăл мěн патне илсе çитерет-ха? Пěтěмпех сывалса çитнинчен пуçласа сывлăх йывăр сиенленсе инвалида тухни е вилни таранах. Сăвăс боррелиозě те – çивěч инфекци чирě. Вăл ерсен ÿт, сыпăсем, нерв тытăмě, чěре сиенленеççě. Чир час-часах вăраха каять. Йывăрлансах пырсан инвалида кăларать, вěлерме те пултарать. Сăвăс боррелиозĕнчен хÿтĕлекен вакцина çук. Çавăнпа профилактикăн тĕп тĕллевĕ – харпăр хăй сыхлăх мелĕсене çирĕп пăхăнни. Пирĕн республикăра халиччен сăвăс боррелиозĕ кăна тĕл пулнă-ха. Унăн пирвайхи паллисем 5-49 кунран палăрма пултараççĕ. Малтанах çав вырăн хĕрелсе ларать. Чирлĕ çын хăсма пуçлать, пуçĕ ыратнине, шăнтса пăрахнине туять, хăшĕсен ÿт температури 40 градус таран хăпарма пултарать. Сайра-хутра (икĕ эрнерен) неврологи енчен улшăнусем пуçланни, пуç мими шыçни, çын çутăран хăрани, ĕнсе мышцисем тăртанни тĕл пулать. Хăшĕ-пĕрин энцефалит паллисем те тухаççĕ – вĕсем çывăрайми пулаççĕ, астăвăм чакать. Питĕ сайра (чирлисен 8 проценчĕн) кăкăр тĕлĕнче хĕсни, чĕре ыратни палăрать. Икĕ уйăх (е икĕ çул таранах) иртсен чир шăмă сыпписене сиен кÿме, сусăрлатма пултарать. Телее, ку чир пирĕн тăрăхра анлă сарăлман – пĕлтĕр пирĕн республикăра 21 çын, виçĕм çул 23 çын сăвăс боррелиозне çаклатнă.
– Çак чирсем çынна хăçан тата мěнле куçаççě?
– Тěпрен илсен, сăвăс çын ÿтне тăрăннă хыççăнхи пěрремěш минутсенчех. Çыртнă чухне сăвăс сĕлекипе пěрле сурана энцефалит вирусне тата ыратнине туйтарман япаласем ярать, çавăнпа та çын вăл тăрăнса ларнине сисмест те. Сăвăс юн ěмекен вырăнта 6-12 сехетрен кăна кĕçĕтме, ыратма тытăнать. Вăрмана каймасăрах чир ертни те сахал мар. Сăвăс кăмпана, чечексене, туратсене, выльăх çăмне, çипуçа çыпăçса килме пултарать. Тăрăннă сăвăса пусса лапчăтсан тата çыртнă ÿте хыçсан вирус юна хăвăрт сăрхăнса кěрет. Энцефалит вирусěпе инфекциллě качака е ěне сěтне вěретмесěр ěçсен, унран хатěрленě тăпăрча, хăймана, турăха çисен те сиенленме пулать. Çавăнпа усă курас умěн сěте вěретмелле!
– Чирěн тěп паллисем мěнлерех?
– Сăвăс вирус энцефаличě çивěччěн пуçланать, шăнтать, пуç хытă ыратать, температура 38-39 градуса çити хăпарать, ăш пăтранать, хăстарать. Мăй, хулпуççисен, çурăм, ал-ура мышцисем ыратаççě. Инкубаци (вăрттăн) тапхăрě час-часах 10-14 кун пырать, хăш чухне 60 кунччен тăсăлать. Боррелиозăн вăрттăн тапхăрě – 2-30 кун, вăтамран – 2 эрне. Чир пуçламăшě сăвăс çыртнă вырăнта ÿт хěрелнипе палăрса тăрать. Хěрлě пăнчă пысăклансах пырать, диаметрě 1-10 сантиметрпа танлашать, хăш чухне 60 е ытларах сантиметра çитет. Форми çаврака е тăсăкрах çаврака. Шыçнă ÿтěн хěрри хěрлěрех, йăтăнса тăрать. Вăхăт иртнě май çаврашка варри шупкаланать, ăна кăвакрах тěс çапать, форми ункă евěр пулать. Варринче, сăвăс çыртнă тěлте, хупăланса хытать, унтан çěвě юлать. Сиплемесен ункă 2-3 эрнерен çухалать, пěр уйăх – пěр уйăх çурăран тěп нерв тытăмě, чěре е сыпăсем сиенленнин паллисем аталанаççě.
– Сăвăс тăрăнса ларсан мěн тумалла?
– Хăвăртрах çывăхри травматологи пунктне медицина пулăшăвě ыйтма каймалла. Май çук пулсан ăна питě асăрханса кăлармалла. Çак ěçе мěн чухлě васкарах тăватăр – çавăн чухлě лайăхрах. Сăвăса çапла кăлармалла: çип илмелле, ункăласа çыхмалла, унпа сăвăса ÿте тăрăннă тěлте çаклатмалла, сехет йěппи куçнă май çавăра-çавăра кăлармалла. Туртса кăларма юрамасть, унсăрăн сăвăсăн çăварěн чăрăш евěр хатěрě мěнпур инфекципе пěрле сирěн ÿтрех юлать. Пинцетпа та усă курмалла мар. Çак кăпшанкăн сěлеке парěсем хырăмě таранах вырнаçнă, хěстерсен сěлеки сирěн юна юхса тухě. Çыртнă тěле 70% спиртпа е 5% йодпа, е одеколонпа дезинфекцилемелле. Сăвăса кăларнă хыççăн алла супăньпе çумалла. Унăн пуçě е сăмси татăлсан ÿтре хура пăнчă юлать, ăна 5% йодпа темиçе хут сěрмелле. Хăвăр тěллěн кăларнă сăвăса шывпа кăшт йěпетнě хут салфетка вырнаçтарнă таса савăта, пробиркăна, пěчěк банкăна хумалла та Чăваш Республикин гигиенăпа эпидемиологи центрěн вируссен лабораторине илсе каймалла. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Мускав проспекчě, 3 Д çурт. Телефонě: 58-39-70. Кунта сăвăс чирлě пулнипе пулманнине тěрěслěç. Пĕлтĕр çынсем çине лекнĕ 2515 сăвăса тĕрĕсленĕ, Лайм инфекциллě 242 сăвăса тупса палăртнă. Сăвăс тăрăннă хыççăн 21 кун хушшинче инфекци паллисем: температура ÿсни, пуç ыратни, çаврăнни, ăш пăтранни, хăстарни пулсан медицина пулăшăвě ыйтмалла. Сăвăс çыртнă çыннăн хăй пурăнакан вырăнти инфекционист е терапевт патĕнче тĕрĕсленсе тăмалла.
– Сăвăсран мěнле хутěленмелле?
– Чи лайăххи – тěрěс тумланни тата хăрушсăрлăхăн ансат йěркисене пăхăнни. Вăрмана кайнă чухне пуçа тутăр çыхмалла, карттус е капюшон тăхăнмалла, ĕнсене хупламалла. Кĕпене, свитера – шăлавара, унăн пĕççисене вара чăлха ăшне чикмелле. Çанă манжечĕ алла çăтă тытса тăтăр. Çипуç пĕр тĕслĕ е çутă пулсан лайăх – ун çинче сăвăс тÿрех курăнĕ. Вăрмантан тухсанах çипуç çине сăвăс çаклатманнине тĕрĕслĕр. Вăрманта чухне те кашни 2 сехетре тумтире тĕрĕслесе илĕр. Киле çитсен çипуçа хывса кашни хутламне тимлĕн пăхса тухăр. Чĕр чунсене тĕрĕслеме те ан манăр. Тин татнă чечек-курăка, çиелти çипуçа, пушмака пÿрте илсе ан кěрěр – вěсем çинче сăвăссем пулма пултараççě. Çак кăпшанкăна хăратакан препаратсемпе усă курма юрать. Хальхи вăхăтра аптекăсенче çиелти тума хурт-кăпшанкăран хутěлеме тěрлě препарат сутаççě. Анчах вěсемпе питě асăрхануллă пулмалла. Калăпăр, сăвăссем ересрен сěрекеннине çара ÿте пачах та лектерме юрамасть. Диэтилтолуамидлă наркăмăш çын организмне сиен кÿме пултарать. Наркăмăшлăскерне ачасем тытмалла мар вырăнта упрамалла. Наркăмăшпа сапнă тумтир çине ларнă сăвăссем ÿте тăрăнаймаççĕ, 3-5 минутранах татăлса ÿкеççĕ. Туянас пулсан наркăмăшăн этикеткине тимлě вулăр. Унта çак препарата патшалăх регистрацийě туни тата экспертиза витěр тухни çинчен çырни пулмалла. Енчен те илнě наркăмăш сăвăса хăратаканни кăна мар, вěлерекенни те пулсан, ÿте лектересрен асăрханăр. Ăна çипуçа тăхăниччен кăна сирпěтмелле. Темле асăрхансан та сăвăс çыртрех пулсан, консультаци илме инфекционист патне каймалла. Лайм чирĕнчен хÿтĕлекен вакцина çук терĕмĕр. Сăвăс энцефалитĕнчен сыхланма вара сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче ятарлă прививка тутарма пулать. Пĕлтĕр республикăри 458 çынна çак прививкăна тунă. Сăвăс анлă сарăлнă территорие ěçлеме е канма каякансен уйăх çурă маларах прививка тутармалла.
Сентябрь 2026 |
