Тин кăна сунă сĕт усси

Категория: Общество Опубликовано: 10.07.2026, 10:54 Просмотров: 685

Тин кăна сунă сĕт усси пирки тĕрлĕ енчен сÿтсе явнине илтме пулать. Анчах кашни тишкерÿçех çак продуктăн паха енĕсем ытларах пулнине çирĕплетет.

Сĕт вăл напиток мар, тĕрлĕрен тутлăхлă япаласемпе пуян та тулли пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç. Ăна лайăх тĕпчесе пĕлнĕрен унăн пахалăхĕ пирки паян никамăн та иккĕленÿ çук. Сĕтре 30 ытла витамин, 20 аминокислота, нервăпа чĕре тытăмĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшакан лактоза, 40 яхăн тулăх тата тулăх мар çу кислотисем, иммунна япалисемпе ферментсем тата гормонсем пур. Кусемсĕр пуçне ăсчахсем сĕт тытăмĕнче пăхăрпа цинк, кобальтпа фтор, бромпа йод, кремнийпе тимĕр, кали, натри, кальци тата магни çителĕклĕ пулнине тĕпчесе пĕлнĕ. Сĕте вĕрилентерни тата стериализацилени унăн тытăмĕнчи нумай микроорганизма, витаминсемпе минералсене пĕтерет, белоксемпе усăллă çусен хисепĕн шайне чакарать, иммунна япалисене тĕппипех тĕп тăвать. Анчах вĕретнĕ тата стериализациленĕ сĕт нумайрах вăхăт упранать. Хăвăр апатланнă вăхăтра тин кăна сунă сĕт усăллăраххине хăвăрах туллин куратăр пулĕ. Маларах каланинчен апатланура тин кăна сунă сĕтпе усă курни организмшăн питех те пĕлтерĕшлĕ пулни куç умне тухать. Çын талăксерен тин кăна сунă сĕте 0,5 литр ĕçет пулсан, унăн организмĕ хăйне кирлĕ япаласене çителĕклĕ йышăнать теме пулать. Уйрăмах чĕре, пĕвер, пÿре валли. Çулсем иртнĕ май çыннăн организмĕнчен кальци тухса пырать. Ăна пула шăмăсем вăйсăрланаççĕ. Шăмăсене кальципе вăй парса тăрасси ачасемшĕн тата аслă ăрури çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Сĕт ĕçнипе пĕрле ылмашăнтарса апатра пулăпа, вăлчапа, пулă çăвĕпе усă курни (вĕсенче Д витамин нумай) асăннă продуктăн усăллă енĕсемпе туллинрех усă курма май парать. Тин кăна сунă сĕтре усăллă енсем сунă хыççăн тăватă сехете яхăн упранаççĕ. Çакăн хыççăн тин унта бактерисемпе микроорганизмсем аталанма пуçлаççĕ. Продуктăн усăллă енĕсене тĕплĕн тишкертĕмĕр пулсан унăн хирĕçле енĕсене те манса хăвармалли çук. Нумай специалист çирĕплетнĕ тăрăх тин кăна сунă сĕтĕн сиенлĕ енĕсем те пур. Чĕрĕ продуктра бактерисен 96 проценчĕ упранса юлать. Тĕпчевсем çакна та çирĕплетнĕ: тин кăна сунă сĕтре туберкулез микробĕсем, бруцелла, сальмонелла, гельминт упранса юлаççĕ. Тин кăна сунă сĕтĕн уссине туллин курас тесен ăна апатра усă куриччен вĕретсе илни лайăхрах шутланать. Кун пек сĕт усăллă япаласен пĕр пайне çухатать пулсан та, хăйĕн ырă ятне пурпĕрех сыхласа хăварать. Куратăр пулĕ, тин кăна сунă сĕтĕн паха енĕсем ытларах. Апла пулсан апат-çимĕçре унпа анлăрах усă курни те пирĕн организмшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, усăллă пулса тăрать. Çакна пурин те асра тытасчĕ.

Анна САМОЙЛОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6