Апат-çимĕç усă çеç кÿтĕр

Категория: Общество Опубликовано: 10.07.2026, 10:50 Просмотров: 715

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн специалисчĕсем граждансене паха мар апатран пуçланакан чирсенчен асăрханасси пирки аса илтереççĕ. Çакă ăнсăртран мар.

Апат-çимĕç продукчĕсем урлă сальмоннелез, кампилобактериоз, нерисиниоз, дизентери, норовируслă тата ротавируслă инфекцисен пуçаруçисем, А гепатит вирусĕсем тата ытти чир пуçаруçисем çăмăллăн сарăлма пултараççĕ. Хатĕрленĕ хыççăн нумай вăхăт упраннă апат-çимĕçре тĕрлĕ микроорганизмсен токсинĕсем пухăнни çийĕнчех сывлăх хавшасси патне илсе çитерет. Апат-çимĕç продукчĕсем урлă наркăмăшланнин тата çимĕç урлă куçакан инфекци чирĕсем сарăлассин сăлтавĕсем ансат. Кунта тĕп вырăнта çимĕçсене тĕрĕс мар упрани, блюдăсене хатĕрлес технологие пăхăнманни, поварсемпе кондитерсем хăйсен гигиена правилисене пăсни тăрать. Апат-çимĕç продукчĕсемпе инфекци чирне çул памалли ансат мел вăл – нумай компонентлă салатсем (уйрăмах майонезпа е хăймапа хутăштарнисем). Асăннă хăрушлăх уйрăмах кремпа хатĕрленĕ кондитер изделийĕсенче, шаурмара, аш-какайран хатĕрленĕ изделисенче (котлетсенче, рулетсенче, паштетсенче), студеньре т. ыт. те пысăк. Япăх çунă улма-çырлапа пахча çимĕçре инфекци чирĕсен пуçаруçисем ытларах упранса юлма пултараççĕ. Сĕтел çи валли апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне сывлăха упрас тĕллевпе маларах асăннă çимĕçсене талăкран ытла упранмалăх хатĕрлеме сĕнместпĕр. Енчен те эсир ăна валли апат-çимĕçе магазинта туянатăр пулсан, унăн управ вăхăчĕ çине пăхма ыйтатпăр. Çурма фабрикатсене, аш-какай изделийĕсене тепĕр хут вĕрилентерсе илни те лайăх пулмалла. Уяв валли туяннă пирожнăйсене, кремлă тортсене – вĕсем хăвăрт пăсăлакан продуктсем шутланаççĕ – холодильникра упрама сĕнетпĕр. Килти условисенче апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне çак ансат правилăсене пăхăнмалла: апат-çимĕçпе ĕçлеме пуçличчен тата чĕрĕ продукципе ĕçленĕ хыççăн алăна лайăххăн çуса илмелле. Чĕрĕ тата хатĕр продукци валли уйрăм подноссем тата çĕçĕсем тытмалла. Симĕс сухана, пахча çимĕçпе улма-çырлана тĕплĕ çуса тасатмалла, каснă какая талăк маларах хатĕрлесе хуни те вырăнлă мар. Хатĕрленĕ çимĕçсене тата аш-какайпа пулăна пĕр çÿлĕкре упрассинчен асăрханмалла. Енчен те эсир хăвăра вар-хырăм е ытти чирпе кансĕр туятăр пулсан, çемье членĕсемпе килекен хăнасем валли апат-çимĕç хатĕрлесрен тытăнса тăрăр. Сывлăх пирки тухтăрсемпе кайса канашлăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6