Паян пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ, анчах час-час калаçман чир çинче чарăнса тăрар-ха. Пирĕн тĕслĕхре вăл – туберкулез.
Çак инфекци чирне Кох микробактерийĕсем пуçараççĕ. Вăл ытларах чухне ÿпкене пырса тивет. Анчах кулленхи практикăра çак чир ытти органшăн та пысăк хăрушлăх кăларса тăратни паллă. Медицина аталанăвĕн паянхи тапхăрĕнче ку чиртен сывалма пулать. Анчах ăна чир шала кайиччен маларах вăхăтра тупса палăртни сывату ĕçне те çăмăлраххăн ирттерме пулăшать. Туберкулез тăнăçлă мар çемьесенче пурăнакансен чирĕ тенипе пĕртте килĕшес килмест. Унпа пирĕнтен кашниех чирлеме пултарать. Ытларах чухне вăл ÿслĕк урлă ерет. Чирлĕ çынпа чылай вăхăт çума-çумăн пулни те чирлессине хăвăртлатма пултарать. Мĕн тумалла-ха туберкулезпа чирлес мар тесен? «Турра шан та, хăв та çухалса ан кай», – тет халăх ăслăлăхĕ. Пирĕн тĕслĕхре ку питĕ вырăнлă асăрхаттару. Мĕн тумалла-ха чиртен вăхăтра пăрăнса иртес тесен?
Пĕрремĕшĕ – иммунитета çирĕплетĕр. Ку вăл çын организмĕшĕн пĕрремĕш хÿтĕлев шутланать. Тĕрĕс апатланни, çителĕклĕ çывăрни, сиенлĕ йăласенчен пăрăнни, физкультурăпа туслă пулни сирĕн çирĕп сывлăхăн никĕсĕ пулса тăраççĕ.
Иккĕмĕшĕ – тăтăш медосмотр. Флюорографи тĕрĕслевĕ никамшăн та ют мар. Вăл хăвăрт пулать тата унăн эффективлăхĕ пысăк. Çулталăкра пĕрре флюорографи тăни сире лăпкăлăхра пурăнма май парать. Ку вăл сирĕн организмшăн техосмотр тунипех танлашать.
Виççĕмĕшĕ – БЦЖ вакцинацийĕ. Ку вăл сирĕн ачасемшĕн питĕ пысăк хÿтлĕх пулса тăрать.
Тăваттăмĕшĕ – гигиенăна пăхăнасси. Ĕçленĕ хыççăн е апатланиччен яланах алăсене супăньпе çăвăр. Çавăн пекех хăвăр пурăнакан е ĕçлекен пÿлĕмсене те час-час уçăлтарма ан манăр.
Пиллĕкмĕшĕ – харпăр хăй тĕлĕшпе тимлĕ пулăр. Чылай хушă ÿсĕрни, вăй-хал сахалланни, хăвăрт ывăнни, çывăрнă чухне тарлани, кĕлетке йывăрăшĕ чакни – врачсем патне каймалли сăлтавсем. Кая ан хăварăр!
Сахалрах тĕпченĕ чăнлăхсем:
– Стресс тата туберкулез. Хроникăлла стресс иммунитета хавшатать. Кун пек чухне пирĕн организм чирсене хăвăрт парăнать. Ĕçрен пушанма, вăхăтран вăхăта канса илме тата çак вăхăтсенче хăвăра килĕшнĕ ĕçсене пурнăçлама вĕренĕр. Эсир ыррине шанни те сывлăх профилактикиех шутланать. – Д витамин. Тĕпчевсем çирĕплетнĕ тăрăх сирĕн организмра Д витамин виçи çителĕклĕ пулни туберкулезран çирĕпрех сыхланма пулăшать. Кун пирки хăвăр участокри врачпа канашласа илĕр.
Ан манăр, сывлăх – сирĕн алăра! Туллин сывлăр та пурнăçăн кашни саманчĕпе туллин усă курма вĕренĕр.
Светлана БОЛОДУРИНА, «Республикăри общество сывлăхĕн центрĕпе медицина профилактики, сывату физкультурипе спорт медицини» бюджет учрежденийĕн врач-методисчĕ.
Июль 2026 |
