Пуян тухăçпа савăнма – çичĕ сĕнÿ

Категория: Общество Опубликовано: 06.07.2026, 13:57 Просмотров: 195

Ялта пурăнакан кашни çемьешĕн килти хушма хуçалăхăн пĕр енĕ – сад-пахча тата унта туса илекен пахча-çимĕçпе улма-çырла. Çакăнти пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç вăл – улма-çырлана тата пахча çимĕçе вăхăтра шăварса, çĕре кăпкалатса, апатлантарса тăрасси. Кунта кашни культурăн хăйĕн тимлĕхĕ: пĕри ытларах нÿрĕк ыйтать, тепри – шыв, тислĕк, удобрени, сăтăрçăсемпе кĕрешмелли им-çам. Çак ĕçсене вăхăтра пурнăçламасан пахча-çимĕç тата улма-çырла вĕтелет, вĕсен тухăçĕ куç умĕнчех палăрмалла чакать. Кунта пĕр йышши инструкци çук, паллах. Ĕçсем ÿсен-тăран уйрăмлăхĕнчен, çĕр пахалăхĕнчен тата çут çанталăк улшăнăвĕнчен килеççĕ. Паян эпир вăхăтра акса-лартса хăварнă çимĕçсене шăварасси çинчен сăмах хускатăпăр. Ку тĕллевпе пĕрле пулса 7 правилăна пăхса тухар-ха. Çакă та пахчара пысăк тухăç илессишĕн курăмлă сăлтав пулса тăрать. Ку вăл хĕл хырăмĕ тутă пулассипе çыхăннă.

1. Шăварассин вăхăчĕ: ирпе е каçпа

Улма-çырла туса илес ĕçре сад-пахчана е йăрансене вăхăтра шăварса тăрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни килти хушма хуçалăх тытаканшăн вăрттăнлăх мар. Çак ĕç йăли-йĕрки ялсенче ăруран ăрăва куçса пырать. Асра тытăр, кăнтăрла хĕртсе пăхакан хĕвел пайăркисем ÿсен-тăрана, унăн çулçисем çине шыв тумламĕ юлсан, вĕсем пĕчĕк линзăсем пек пулса пĕр шелсĕр пĕçертсе яма пултараççĕ. Агрономсен нумай çулхи тишкерĕвĕ çакна мала кăларнине манмалли çук. Žсен-тăрана шăвармалли чи лайăх вăхăт вăл – ирпе. Ку вăхăтра çĕр сахалрах пăсланнăран шăварнă шыва вăл хăй патне ытларах илсе юлма пултарать, ÿсен-тăран та унпа çителĕклĕрех усă курайрать. Практика çирĕплетнĕ тăрăх, ирлесе шăварнă шыва ÿсен-тăран çителĕклĕ йышăнать. Ку вăл пахча çимĕçĕн тухăçĕ çине пысăк витĕм кÿнине ан манăр. Агрономсем çирĕплетнĕ тăрăх, ирлесе шăвармалли чи меллĕ вăхăт 4 сехетрен пуçласа 8 сехетчен шутланать. Çак тапхăрта çĕр шăрăх пулманран шыв пăсланса пĕтмест, унпа ÿсен-тăран çийĕнчех ытлă-çитлĕ усă курма пултарать. Вăл е ку сăлтава пула ирлесе йăрансене шăварма эсир ерçеймерĕр пулсан, ку ĕçе хĕвел аннă вăхăтра та çăмăллăн туса ирттерме пулать. Каçхине шăварнин эффективлăхĕ те пĕчĕк мар, анчах кунта сад-пахчашăн пĕр хăрушлăх пур: енчен те çĕрлехи вăхăтра сывлăш температури чакать пулсан, тăпрари ытлашши нÿрĕк çулçăсемпе тунасем çинче кăмпа чирĕн инфекцине сарассине ÿстерет. Çавăнпа та хăвăр пахчари е садри ÿсен-тăрана шăварнă чухне вырăнти климат условийĕсемпе тата çут çанталăк пирки пĕлтернипе кăсăкланма ан манăр. Çак вăрттăнлăх та сирĕн тухăçа ÿстерме çеç пулăшасса эпир шанатпăр.

2. Шыв температури: сивви е ăшши

Žсен-тăрана шăварма артезиан е тарăн çăлти шывпа усă курни вырăнлах пулмасть тесе асăрхаттарсах тăратпăр, анчах ăна шута хуманнисем те пахчаçăсем хушшинче сахаллăн мар. Кайран вĕсемех тухăç сахалли пирки иккĕленнине илтме пулать. Кунта ыйту çуралать: ÿсен-тăрана сивĕ шывпа шăварма юрать-и? Агроном пĕлĕвне илнĕ специалист сире кунта хирĕçлесе тĕрĕс тăвĕ çеç. Урăхла пулма та пултараймасть, кун каçа хĕвел ăшшинче вĕриленнĕ чылай ÿсен-тăран тымарĕсем çĕр çине сивĕ шыв лекнине хăрушă пулăм пек йышăнаççĕ. Пĕтĕмлетÿ – нÿрĕк туртакан вĕтĕ тымарсем вăхăтсăр вилеççĕ. Пахча çимĕç калчисене йăран çинче ăнăçлă аталантарас текен кил хуçин вĕсем валли маларахах пичкесене е ытти савăт-сапана хĕвел çути лайăх ÿкнĕ вырăнсене вырнаçтарса лартмалла. Вĕсене шыв тултарсан, вăл кун-каçа çителĕклĕ ăшăнма ĕлкĕрет. Шăварма кирлĕ шывăн температури вăтамран 20 – 25 градус шайĕнче пулмалла. Теплицăра ÿстерекен е ăшша юратакан культурăсем валли шывĕ те ăшăрах кирлĕ (25 – 30 градус чухлĕ). Ăшăтнă тата кăштах кантарса илнĕ шыв апатлану элеменчĕсене ирĕлтерсе вĕсене пахча çимĕç культурисем патне кирлĕ чухлĕ илсе çитерме пулăшать.

3. Вăхăтра шăварасси

Пахчаçăн хăйĕн картишĕнче ÿсекен ÿсен-тăрана шыв хăçан тата мĕн чухлĕ кирлине лайăх пĕлсе тăмалла. Çакă та вăл пулас тухăçăн çирĕп никĕсĕ шутланать. Пахча çимĕç туса илес ĕçре кашни куна пырса тивекен пĕрешкел йĕрке çук. Кунта çĕр структури, унăн пахалăхĕ, çĕр айĕнчи шывсем çиелте е аялта пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăйăрлă çĕрсем çинче шыв хăвăрт «тарать». Çавăнпа та кунашкал çĕрсем çинче вырнаçнă пахчара йăрансене шăварасси час-час пурнăçламалли ĕç шутланать, анчах шăварма усă куракан шывăн виçи ытлашши нумай пулмалла мар. Тăмлă вырăнсем шыва нумай тытса тăраççĕ. Çавăнпа та кунта йăрансене тăтăш шăвармасан усăллăрах та, анчах пахчаçăн тăпрана час-час кăпкалатса тăма тивет. Йăрансене нÿрĕк кирлĕ е кирлĕ мар пулнине ансат мелпе пĕлме пулать. Йывăç патака 10 сантиметра çапса кĕртсен те çĕр типĕ курăнать пулсан, алла шыв лейки тытма вăхăт. Татах кая юлсан çимĕçсем пачах çухалма пултараççĕ. Йăрансене тăтăш шăварса тăнă чухне, вăл чылай тытăнса тăрса тăпрана сывлăш кĕрессине чарать тата тăпрана йÿçĕхме пулăшать пулсан, шăварас йĕркене пахчаçăн çут çанталăк условийĕсене кура йĕркелеме тăрăшмалла.

4. Шыва тымар патне ямалла е çулçăсем тăрăх?

Нумай пахчаçăшăн ку ыйту яланах кун йĕркинче çивĕч тăрать. Хăш-пĕр пахча çимĕçе çумăр çунă пек шăварни лайăхрах шутланать пулсан, ытларахăшне тымар патне шыв яни вырăнлăрах. Калчана çумăр çунă пек шăварни купăсташăн, тымар çимĕçсемпе курăк пек культурăсемшĕн вырăнлă. Кунашкал шăварни ÿсен-тăран çинчи тусана тасатма, вĕсене сывлама, шăрăх кунсенче çĕр питне лайăх уçăлтарма пулăшать. Хăярсемпе кабачоксем те, симĕсле çимелли курăксем те ытларах çумăр çунă пек шăварнине кăмăллаççĕ. Вĕсене ирсерен лейкăран шăварни вырăнлăрах пулнине асра тытăр. Çав вăхăтрах нумай пахча çимĕç тымартан шăварнине кăмăллать. Вĕсем: томатсем, пăрăç, çĕр улми, баклажан т. ыт. те. Вĕсен çулçисем çине лекнĕ шыв тумламĕ тĕрлĕ микроорганизмсене аталанмалли меллĕ вырăн пулса тăрать. Çавăнпа та кунашкал пахча çимĕçе ытларах тымартан шăвармалла. Вĕсен çулçисем е тунисем çине лекнĕ шыв фитофтороз чирне пуçарса яма пулăшать.

5. Кĕскен шыв виçи пирки

Кашни пахча çимĕç аталанăвăн тĕрлĕ тапхăрĕнче шыв виçине тĕрлĕрен ыйтать. Тĕслĕхрен, томат калчисене ÿстернĕ чухне вăтам нÿрĕк кирлĕ. Чечеке ларсан тата çимĕçсем тытăнсан вĕсен шыв ыйтасси палăрмаллах ÿсет. Пахчаçăсенчен пĕр пайĕ помидорсемпе хăярсене уçă йăрансем çинче лартса ÿстерет. Пурте пĕлекен çак культурăсем хăйсене шăварассипе пĕр-пĕрне пач хирĕçлеççĕ. Хăярсен тымарĕсем çиелте пулнă май вĕсене ăшă шывпа тăтăш шăварса тăни вырăнлă пулсан, томатсем сайра хутра, анчах питĕ тарăннăн шăварнине кăмăллаççĕ. Žссе çитнĕ томата пĕрре шăварнă чухне вăтамран 3 – 5 литр шыв кирлĕ пулсан, çимĕç пама пуçланă хăяра икĕ кунта пĕрре пĕр тăваткал метр пуçне 10 литр шыв пани те çителĕклĕ. Тутлă пăрăçпа баклажанăн та хăйсен «кутăнлăхĕсем» пур: вĕсен тымарĕсем çĕр пичĕ кĕске вăхăтлăха типсе кайнине те чăтаймаççĕ. Купăста вара пахча çимĕç хушшинче шыв ĕçессипе чи малти вырăнта тăрать. Ăна пуç çавăрнă вăхăтра кашни тăваткал метра 15 литр таран шыв кирлĕ. Пахча çимĕçе мĕн чухлĕ шыв кирли пирки калаçнă вăхăтра тымар çимĕç пирки те манса ан кайăр. Кишĕрпе хĕрлĕ кăшман çу кунĕсен пĕрремĕш çурринче шыв нумайрах ыйтаççĕ пулсан, вĕсене касиччен тата кăлариччен пĕр уйăх юлсан пач шăвармасан та юрать. Шăварассин ансат йĕркисем:

– томата, пăрăçа, баклажана 3 – 5 кунта пĕрре тымар патĕнчен шăвармалла. Виçе – 3 ÿсен-тăрана 10 литр шыв;

– хăярсене эрнере 2 – 3 хут çумăр çунă пек шăвармалла: пĕр тăваткал метра 10 – 12 литр. Çимĕç пуçтарса илнĕ хыççăн шăварни лайăхрах шутланать;

– купăста – шыва юратакан культура, уйрăмах пуç çавăрнă вăхăтра. Пĕр тăваткал метра эрнере 2 – 3 хутчен 10 – 15 литр шыв кирлĕ;

– кишĕрпе хĕрлĕ кăшман вăтам шăварнине юратаççĕ: эрнере 2 – 3 хутчен кашни тăваткал метр пуçне 5 – 10 литр шыв пулсан та çитет. Пуçтарса кĕртиччен 2 – 3 эрне юлсан пахча çимĕç ан çурăлтăр тесен вĕсене пачах шăвармасан та юрать;

– укроппа петрушкăна тата салата вăйлах мар, анчах час-час шăвармалли пирки ан манăр. Тымарĕсем çиелте пулнăран вĕсене çумăр çунă пек шăварни вырăнлăрах шутланать.

6. Тумла мелĕпе шыв парасси

Паянхи технологисем дача хуçин ĕçне палăрмаллах çăмăллатаççĕ. Шăвармалли автоматизациленĕ системăсем пĕчĕк порцисемпе ÿсен-тăран тымарĕсем патнех тăтăшах çителĕклĕ шыв çитерсе тăраççĕ. Çак системăна дача хуçисем пластик пăрăхсенчен, шыв уçламалли лентăсенчен, медицина капельницисенчен ăсталама пултараççĕ. Çапла туни шыв ресурсĕсене перекетлеме тата çĕр сийĕ хытса ларасран аван хÿтлĕх шутланать. Йăран çинче нÿрĕк тытса хăвармалли тепĕр меллĕ ен вăл – çĕре вăхăтра кăпкалатса тăни. Кунсăр пуçне йăрана çулнă курăкпа, улăмпа, торфпа витни нÿрĕке ытларах вăхăта упраса хăварма пулăшать. Çапла ĕçлени йăран çинче ăмансене, усăллă бактерисене ытларах упраса хăварма май парать.

7. Шăварассинчи асăрханусем

Пысăк опытлă пахчаçăсем те хушăран хăйсен ĕçне пăрахăçлакан йăнăшсем тăваççĕ. Чи пысăк тĕрĕсмарлăх – йăрансене çиелтен кăна шăварни. Кун пек чухне тымарсен аялти пайĕ патне шыв çитеймест. Çапла вара ÿсен-тăранăн çиелти тымарĕсем аталанма пуçлаççĕ. Шăрăх çанталăкра е шăварман кунсенче вĕсем хăвăрт вилме пултараççĕ. Тепĕр сиенлĕ ен вăл – йăрансене чылай ытларах шăварни. Хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра шăварни те ырри патне илсе пымасть. Манса ан кайăр, йăрансене эсир епле шăварнипе пулас тухăçăн вăрттăнлăхĕ тÿрĕ çыхăнура тăраççĕ.

Анастасия ФОМИНА, агроном

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2