Çумпа кĕрешетпĕр

Категория: Общество Опубликовано: 06.07.2026, 11:04 Просмотров: 190

Çу кунĕсем çитнĕ май çумпа кĕрешесси кирек хăш пахчаçăшăн та нумай вăй ыйтакан ĕç пулса тăрать. Пĕр евĕрлĕскер, йăран çине тухаканшăн тунсăхлăраххăн та туйăнать, анчах лайăх тухăç илес тесен унти çума вăхăтра иртсе тăмалла. Ахальлĕн пулас тухăçăн пысăк пайĕ пĕтĕмпех пăрахăçланма пултарать. Мĕншĕн тесен çум курăкĕ тăпраран пахча çимĕç культурисене интенсивлă ÿсме кирлĕ усăллă япаласене туртса илет. Кунпа пĕрлех вĕсем пахча çимĕç культурисенчен хăвăртрах аталанса вĕсене йăран çинчен хĕссе кăлараççĕ.

Пахчаçăсене çак ĕçсене вăхăтра пурнăçлама сĕнетĕп:

  • йăрансене çумлассине ырана хăвармасăр тăтăш пурнăçламалла;
  • пахча çимĕç калчи çумĕнчи çума калчана амантмасăр алăпа кăкламалла;
  • çумăр хыççăн е шăварсан çумсене тымарĕпех кăкласа илме çăмăл;
  • ретсем хушшине тăтăш кăпкалатма тăрăшмалла;
  • çумсене вăрă тăкиччен ÿстересрен асăрханмалла;
  • пахчара сахалрах утма çул тăвăр, мĕншĕн тесен çав çулсем, вăхăт иртнĕ май, çум курăкĕпе тулса лараççĕ.

Нумай пахчаçă практикăра гербицидпа та усă курать. Çум курăкĕ çулçисем çине лекнĕ çак химилле япала майĕпен пĕтĕм ÿсен-тăран тăрăх сарăлать. Çав шутра тымара та каять. Нумай çум курăкăн вăррине çил вĕçтернине шута илсен, çум курăкĕпе кĕрешессине садра та, пахчара та самантлăха та манăçа кăларма юрамасть.

Алексей КИРИЛЛОВ, агроном-пахчаçă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2