Çĕршыва хÿтĕлеме яланах хатĕр

Категория: Общество Опубликовано: 06.07.2026, 10:35 Просмотров: 198

Июлĕн 1-мĕшĕнче Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме хутшăнакансене сума сăваççĕ. Ку куна паллă тăвасси пирки ветерансем 2008 çул вĕçĕнче пуçарупа тухнă. Тепĕр çулхи июльте вара уява пĕрремĕш хут паллă тунă.

1995 çултанпа Раççейре «О ветеранах» саккун вăйра тăрать. Ку документ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тĕрлĕ çулта тĕрлĕ тăрăхри çар ĕçĕсенче, çапăçусенче пулнă çынсен, ĕç ветеранĕсен прависене хÿтĕлет. Документ социаллă гарантисемпе пулăшу мелĕсем пирки калать. Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Муркашри пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, асăннă ведомство урлă ветерансене уйăхсерен укçа компенсацийĕпе (ЕДК), уйăхсеренхи хушма пулăшупа (ДЕМО), хушма пулăшупа (ДМО), уйăхсеренхи укçа тÿлевĕпе (ЕДВ) тивĕçтереççĕ, çакăнта социаллă услугăсен пуххи те кĕрет (НСУ). Пулăшăвăн ытти пайĕ çар комиссариачĕ урлă пулса пырать. Çак категорие тĕрлĕ çар операцине хутшăнакансем кĕреççĕ, вăл шутра Сиринчи, Афганистанти, Чечняри хирĕçтăрура пулнисем, халĕ вара Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекенсем кĕреççĕ. Александр Дмитриев Шетмĕпуç тăрăхĕнчен. Вăл – снайпер, лейтенант, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи. Унăн çар ĕçĕсен çулĕ вăрăм пулнă. Ятарлă çар операцине хутшăниччен Чечняри тата Сиринчи çар ĕçĕсене хутшăннă. Вăл – Чăваш Республикинчи СВО ветеранĕсен ассоциацийĕн пайташĕ.

– Ку хутĕнче эпĕ çар ĕçне Харьков енче пурнăçларăм. Пирĕн ума Изюм хулин иккĕмĕш пайне илес задача лартрĕç. Тăшман та çирĕп хатĕрленнĕ пулнă, штурма тепĕр куна хăварма тиврĕ. Снайперсен штурм ушкăнĕсене хÿтĕлемеллеччĕ, вут-çулăма тăшман снайперĕсем енне ямаллаччĕ. Артиллери те хытах тăрăшрĕ, часах таврана çăра тĕтĕм сарăлчĕ. Кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Салтаксем «вперед!!!» тесе кăшкăрчĕç те атакăна чупрĕç. Манăн тăшман снайперĕсене тупмаллаччĕ, хамăрăн салтаксене хÿтĕлемеллеччĕ. Кĕпере çĕрĕпех контрольте тытрăмăр, ытти енĕпе вара кĕме май çукчĕ, çул-йĕре йăлтах картланă. Пĕрремĕш операцие улăштарма тиврĕ, тепĕр кунхине тухрăмăр. Çапăçу хаяр пулчĕ. Изюм хулине ăнăçлă илнĕ хыççăн кĕпере çĕрĕпех сыхларăмăр. Пирĕн ушкăн командовани лартнă задачăна ăнăçлă пурнăçларĕ. Кайран кĕпере сирпĕтрĕç. Халĕ эпĕ тăван тăрăхра, мирлĕ пурнăçра. Чун-чĕрепе вара çарти юлташсемпе, салтаксемпе. Республикăри Вĕренÿ министерствин çамрăксене çарпа патриот воспитанине парассипе ĕçлекен «Аванград» вĕренÿпе методика центрĕнче çамрăксене вĕрентетĕп, педагог йĕркелÿçĕ, 5 кунлă сборсен ротин командирĕ. Унта эпир çамрăксене çар ĕçне хăнăхтаратпăр, çарта хальхи вăхăтра мĕнле енсем ытларах кирлĕ, çавсене вĕрентетпĕр, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене хатĕрлетпĕр. Пĕтĕмлетсе каласан, эпĕ мĕн ĕмĕтленнĕ – пурнăçра пурнăçланнă темелле. Çемье, хама çур сăмахран ăнланакан мăшăр пур, пĕчĕк ача ÿсет. Манăн çемье хăтлă хваттерте пурăнать. Юратнă ĕç пур. Малалла пурăнмалла, аталанмалла. Ума лартнă задачăна – арçын тивĕçне – пурнăçланă, çĕршыва хÿтĕленĕ. #кĕнмелли çук. СВОна хăйсен ирĕкĕпе каякансем нимрен хăрамасăр çавăн пек çул суйлаççĕ. Ĕненĕр те, çакна тума никама та çăмăл мар. Мана çĕршыва хÿтĕлеме чĕнсен тепĕр хут кайма та хатĕр. Чăн-чăн арçыннăн çапла пулмалла та. Май пур таран эпĕ халĕ те çĕршывшăн тăрăшас ĕçе тÿпе хыватăп, – терĕ Александр Дмитриев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2