Кăçал кăмпа тупакансем телейлĕ, мĕншĕн тесен нумайăшĕ кăмпа сахал тесе калать. Матьăк клубĕнче ĕçлекен Алина Семенова (сăн ÿкерчĕкре ачасемпе пĕрле) вара - электричество пралукĕ карнă юпа патĕнче те кăмпа тупайраканнисен йышĕнчен. Кăмпине те тĕрлĕ рецептпа усă курса хĕлле валли хатĕрлеме ăста вăл.
Акă вĕсенчен пĕри - кăмпа маринадласси. Маринад валли (1 литр шыв çине) 2 апат кашăкĕ тăвар, 2 апат кашăкĕ сахăр, 6 процентлă уксус 1 стакан (е эссенци 3 чей кашăкĕ), 2 - 3 лавр çулçи, хура пăрăç 9 шт., 5 шăл ыхра, килĕштернипе - 5 шт. гвоздика кирлĕ.
Рецепт питĕ ансат: пĕçерсе илнĕ кăмпана (пĕçернĕ чух тăварне кăшт кăна ямалла) сăрăхтарса банкăна тултармалла, хыççăн маринад ямалла та тимĕр хупăлчапа хупмалла кăна.
Н. НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
