Марина Макаровапа (сăн ÿкерчĕкре малти) Светлана Чайкина - суд приставĕсен районти уйрăмĕн ĕç тăвакан приставĕсем. Обществăри йĕркелĕхе сыхланипе пĕрлех çамрăк хĕрарăмсем амăшĕсем те: Марина Игоревнан икĕ ача, Светлана Геннадьевнан - 4 ача. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинче килти хушма хуçалăх тытакан Макаровсен харпăрлăхра икĕ ĕнесĕр пуçне сысни те, пăрăвĕсемпе чăххи-чĕппи те пур. "Вĕсемпе ытларах атте-анне ĕçлет, анчах эпир те ĕçрен пушаннă вăхăтра айккинче тăмастпăр", - кăмăллăн калаçать М. Макарова.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Сентябрь 2026 |
