Профилактика - тĕп вырăнта

Категория: Здоровье Опубликовано: 12.12.2017, 09:11 Просмотров: 2356

IMG 8014Пĕтĕмĕшле практика врачĕн Турайри офисне кăçалтанпа Ирина Тельцова ертсе пырать. Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ çамрăк специалист кунта "Земство тухтăрĕ" программăпа ĕçлеме тытăннă.

Медицина учрежденийĕ çак вăхăта Турай, Çулав, Çаранçырми, Елшик, Анаткасси, Кĕçĕн Чураш, Тушкасси, Çатракасси, Мăн Токшик, Çĕн Хресчен, Уйкас Турай, Çуткÿл ялĕсенчи 710 çемьене пăхса тăрать. Ирина Анатольевна хăйĕнпе пĕрле ĕçлекен медицина сестрисем Нина Орлова тата Фаина Харитонова ăста специалистсем пулни пирки калать.

-  Çынсене сиплессипе пĕрлех чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртасси, профилактика мероприятийĕсене вăхăтра туса ирттересси çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр, - пĕлтерчĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕ.

В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ. 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1