Сăн ÿкерчĕкре эсир "Россельхозцентрăн" районти филиалĕн коллективĕн членĕсене - ертсе пыракан агронома Марина Романовăна, филиал ертÿçине Александр Павлова, тĕп агронома Рената Александровăна тата ертсе пыракан агронома Татьяна Васильевăна куратăр. Пурте - аслă пĕлÿллĕ ученăй-агрономсем. Хăйсем пурнăçлакан ĕç пирки Александр Ильич чылай каласа пачĕ. Çавна кăна калама пулать: вĕсем пурнăçлакан ĕç, пулăшу мелĕсем паян ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсемшĕн кăна мар, ял çыннисен хушма хуçалăхĕсемшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки вăхăтра филиал "Ударник", Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., "Свобода" хуçалăхсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пырать. Район уй-хирĕсенче "Россельхозцентр" техники те вăй хурать.
В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Август 2026 |
