Кашни ҫынна илтмелле

Категория: Общество Опубликовано: 28.11.2025, 10:14 Просмотров: 65

Пилӗк ҫул каялла республикӑра пӗлтерӗшлӗ тытӑм – ҫынсемпе влаҫ хушшинче тӳрӗ калаҫу ирттермелли уҫӑ лаптӑк – уҫӑлчӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – кашни сӑмаха илтесси, кашни ыйту хуравне тупасси. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче ҫапла пӗлтернӗ.

Регионӑн управлени центрӗ ҫав тери оперативлӑ сыпӑк пулса тӑнӑ, вӑл ыйтусене ахаль ҫырса пымасть, кашнин хыҫӗнче пӗр-пӗр ҫынна курать. Ҫынран килнӗ кашни пӗлтерӳ – ҫул ҫинчи шӑтӑк-и вӑл, ӗҫлемен хунар-и е пурнӑҫри кӑткӑс лару-тӑру – округ пуҫлӑхӗсемшӗн, министрсемшӗн, коммунальщиксемшӗн тата пур службӑшӑн та ӗҫлеме чӗнекен сигнал пулса тӑрать. Цифрӑсем хӑйсемех калаҫҫӗ: пилӗк ҫул хушшинче 360 пин ытла ыйту килнӗ. Ку – специалистсен профессионализмне тата пирӗн ҫынсен шанӑҫне тӳрремӗнех ҫирӗплетсе пани.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6