Эсир Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр-и?

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2025, 10:33 Просмотров: 109

Муркаш тата Элĕк округĕсенчи çамрăк çынсем, шкултан тата ытти вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухнисем. 2025 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 25-мĕшĕччен пирĕн çĕршывра, вăл шутра Чăваш Республикинче те, Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви «Есть такая профессия – Родину защищать» масштаблă акци ирттерет.

Ку проекта çамрăк çынсене Раççей Çар вăйĕсенче ăнăçлă тата тивĕçлĕ карьера тума май пуррине ăнлантарас тесе пурнăçлаççĕ. Хальхи çар – çĕнĕ йышши технологи, шанчăклă команда, хисеп тата шайлашулăх. Çар пĕлĕвне илни вăл алла диплом тытни кăна мар, вăл – пурнăç путевки. Эсир пахалăхлă пĕлÿ илме пултаратăр, патшалăхăн тулли тивĕçтерĕвне, стипенди илетĕр. Вĕренсе тухнă хыççăн вара сире валли гарантиллĕ ĕç вырăнĕ тата социаллă çăмăллăхсем пулаççĕ. Эсир пысăк ĕçĕн пайĕ – пирĕн çĕршывăн интересĕсене хÿтĕлекен пай – пулатăр. Эпир сире çар ĕçĕн вĕренÿ заведенийĕсене тата тĕрлĕ специальноç суйласа илме, ку енĕпе кирлĕ документсене хатĕрлеме, суйлавăн пур тапхăрĕ витĕр тухма пулăшатпăр. Çар вĕренÿ заведенийĕсен тулли переченĕпе https://vuz.mil.ru/ edumap официаллă порталта паллашма пулать. Сирĕн хăюлăх тата йышăну – Раççейĕн хăрушсăрлăхĕпе хăватлăхĕн пирĕн пĕрлехи тÿпи. Ку тĕлĕшри кирек епле ыйтупа та Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатне 8 (83541) 6-23-50 «хĕрÿ телефон» номерĕпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4