Такӑр та хӑрушсӑр ҫулсем ытларах

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2025, 09:58 Просмотров: 114

Чӑваш Енре ҫул-йӗр ӗҫӗсен сезонӗ вӗҫленсе пырать. Вӑл пирӗншӗн ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Эпир юсанӑ участоксен калӑпӑшне пӗлтӗрхинчен виҫӗ хут ӳстертӗмӗр. Ҫак пысӑк улшӑнусене федераци тата республика бюджечӗсен шучӗпе те пурнӑҫа кӗртетпӗр. Хӑйӗн телеграм-каналӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапла пӗлтерет.

«Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Шупашкар округӗнчи «Шупашкар –Сурское» трассӑн 9 километр ҫулне срокчен юсаса пӗтернӗ. Лаптӑка пӗтӗмпех ҫӗнетсе нормативлӑ лару-тӑрӑва кӗртнӗ. Ӗҫе 100 млн тенкӗ ытла янӑ, ҫав шутран 80 млн ытла – федераци укҫи. Палӑртнӑ 120 ҫухрӑм регион ҫулӗсенчен 116 ҫухрӑмне ҫӗнетнӗ те ӗнтӗ. Ҫакӑ такӑр та хӑрушсӑр ҫулсем ытлараххине, авариллӗ участоксем сахалраххине тата пин-пин водительпе пассажиршӑн хӑтлӑх палӑрмаллах ӳснине пӗлтерет.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4