Раççей Федерацийĕн Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусем хушшинче 114-мĕш статьяра çапла çырса хума палăртни те пур:
«Раççей Федерацийĕн Правительстви:
...çынсене ĕçлесе пурăнма меллĕрех майсем туса парас, хуçалăх ĕç-хĕлне пула тата ытти енпе тавралăх çине негативлă витĕм кÿрессине чакарас, çĕршывăн пуян çут çанталăк тата биологи ресурсĕсене сыхласа хăварас енĕпе ĕçсем туса ирттерет;
граждансен экологи пĕлĕвĕн системине аталантарма, экологи культури енĕпе воспитани пама условисем туса парать».
Василий НИКОЛАЕВ,
Чăваш Республикин тава тивçлĕ лесовочĕ:
Чăннипех те пуян пирĕн çĕршыв. Чи малтанах хăйĕн çут çанталăкĕпе, унăн ырлăх-пурлăхĕпе пуян. Анчах темĕнле пурлăх те, пуянлăх та вĕçсĕр мар. Паянхи кунпа кăна пурăнма юрамасть. Ыранхи пирки те шухăшламалла. Çак ырлăх-пурлăхпа пирĕн ачасем, вĕсен ачисем те усă курма пултарччăр. Çавăнпа та çакăн пирки каланисене Раççей Федерацийĕн Тĕп саккунне - Конституцине кĕртсе хăварни пĕтĕмпех тĕрĕс, кунсăр пуçне тата вырăнлă та вăхăтлă тесе шухăшлатăп.
Конституципе Раççей Правительстви çине пысăк тивĕç хума пăхнă. Ку вăл - Раççейĕн хăйне евĕр çут çанталăк пуянлăхне сыхласа хăварасси, пирĕн кулленхи пурнăç, экологи çине япăх витĕм кÿрекен пулăмсене чакарасси. Тĕрĕсех. Хальхи вăхăтра эпир çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатасси пирки сахал мар калаçатпăр пулсан, хамăрăн тăван тавралăх пирки те манмалла мар. Экологи те çынсен пурнăçĕ çине чылай енчен витĕм кÿрет.
Экологи культурин ыйтăвĕсем пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Çут çанталăка хирĕçле тунă ĕç малашне Конституци нормисене хирĕçле тунă ĕç пулса тăрĕ. Апла пулсан яваплăхĕ те уншăн çирпĕрех пулма тивĕç.
Экологи ыйтăвĕ хальхи вăхăтра пĕтĕм тĕнче шайĕнчех çивĕч тăрать. Этемлĕх цивилизацийĕ çĕр çинче аталанма тытăннă вăхăтра çынсем çут çанталăка парăнтарасси пирки шухăшланă пулсан, паян пачах урăххи пирки шухăшлама тивет - çут çанталăка упрасси, тавралăха хÿтĕлесси пирки. Унсăрăн вăл пире каçармĕ. Юлашки вăхăтра тĕрлĕрен эпидеми алхаснине, çут çанталăкра ăнланма йывăр хăрушă пулăмсем пулса иртнине экологи кризисĕ çивĕчленсе пынипе çыхăнтаракан ученăйсем сахал мар. Тĕрĕсех те пулĕ.
Çавăнпа та паян экологи пирки калаçни кăна çителĕксĕр. Тăван тавралăх ырлăх-пурлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлеме тытăнас пулать. Çакна кашнин хăйĕнчен пуçăнмалла. Çапла кăна эпир хамăр Раççейĕн илемлĕ те пуян çут çанталăкне малашнехи ăрусем валли сыхласа хăварма пултаратпăр.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.
Сентябрь 2026 |
