2019 çул историне çырăнса юлчĕ. Пирĕн районшăн, ял тăрăхĕсемшĕн, ял хуçалăхпе промышленность производствишĕн çĕнĕ технологисемпе, ял пурнăçĕн оптимизмла аталану никĕсĕ хывăннипе асра пулĕ вăл. Муркаш районĕн, Чăваш Республикинчи ытти районпа танлаштарсан, промышленноçпа ял хуçалăх производствин экономика потенциалĕ пысăк.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче район йĕркеленнĕренпе 76 çул çитнине халалланă уяв Шупашкарта К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Ăна кăçал Раççей Федерацийĕнчи Астăвăмпа мухтав çулталăкне тата Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалларĕç.
Уява пыракансене фойере художество пултарулăх ушкăнĕ савăк юрă-кĕвĕпе кĕтсе илсе уяв кăмăлне çĕклерĕ. Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен апатлану предприятийĕсем уява пынисене тутлă апат-çимĕç сĕнчĕç. Пĕрле пулса савăнма муршкашсен сăлтавĕ те сахал мар. Юлашки çулсенче пирĕн район пĕрре çеç мар Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет йĕркелĕвĕ» конкурсăн çĕнтерÿçи е призерĕ пулчĕ. Иртнĕ çул та эпир асăннă конкурсăн «Финанс йĕркелĕвĕн тасалăхĕпе уççăнлăхĕ» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăтăмăр.
Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурсăн «Муниципалитетăн экономика политики тата муниципалитет укçи-тенкин йĕркелĕвĕ» номинацийĕнче Мăн Сĕнтĕр тата Ярославка ял тăрăхĕсем çĕнтерÿçĕ тата призер пулса тăни те район мал туртăмлă аталаннине çирĕплетет. Муркашсене саламлама уява ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Н. Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ тата патшалăх строительствипе вырăнти самоуправлени, регламентпа депутат этики комитечĕн председателĕ А. Федотов, ЧР Муниципалитет йĕркелĕвĕсен канашĕн ертÿçи С. Николаев, Раççей Геройĕ Е. Борисов килсе çитрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаевăн саламне муркашсене В. Петров вуласа пачĕ. Уява пынисем çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен А. Аксаковпа И. Моляковăн саламлă çырăвĕпе те паллашрĕç.
Уява кĕске сăмах каласа район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн председателĕ И. Николаев уçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл муркашсем район кунне ĕçри ÿсĕмсемпе кĕтсе илни пирки каларĕ. Экономика ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ тăватă миллиард та 600 миллион тенкĕпе танлашнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уява пынисене район кунĕпе саламланă май, Муркаш енри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ, 2020 çул валли тата малашлăха палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
Çулталăк хушшинче çурт-йĕр тăвасси районта 13 процент ÿснĕ. Тĕрлĕ программăпа усă курса 54 çемье хăйсен пурнăç условийĕсене 37 миллион тенкĕлĕх лайăхлатнă. Çакă вăл вырăнти халăхăн пурнăç условийĕсем ырă енне улшăннипе çыхăннă. Çул-йĕр тăвассинче тата юсассинче пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе усă курни паян ялсене çĕнĕ сăн кĕртме пулăшать.
Ÿсĕм çулĕнчен ял хуçалăх предприятийĕсем те айккинче юлмаççĕ. Иртнĕ çул вĕсем пĕрлехи тăрăшулăхпа 29,6 пин тонна тырă туса илнĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 23,7 центнерпа танлашнă. Кунпа пĕрлех çĕр ĕçченĕ йывăрлăхсене çĕнсе 7 пин тоннăна яхăн çĕр улми, 3 пин тонна пахча çимĕç пухса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те пĕр вырăнта тăман. Аталану çулĕпе пырса кунта иртнĕ çул аш-какай туса илессине 6,2 процент, сĕт сăвассине 5 процента яхăн ÿстернĕ.
Район наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе туллин ĕçлесе пырать. Çапла вара ялсене çĕнĕ хăт кĕрсе пырать. Кашни ÿсĕм кунта пурăнакансем вырăнсенче шаннă ĕçсене ответлăха туйса пурнăçланипе çыхăннă. Çавăнпа та уявра ĕçре уйрăмах хастаррисене район, республика, Раççей шайĕнчи наградăсемпе чысларĕç. Уйрăмах пахи вăл - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне П. М. Митрофанова, тыл ĕçченĕсене Г. А. Григорьевăна, М. С. Димитриевăна, Е. М. Ирзаковăна, И. Г. Крысина, А. П. Черновăна «Тăван çĕршывăн 1941 - 1945 çулсенчи Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве 75 çул» медальпе наградăлани.
Уявра ĕç хастарĕсем те палăрмасăр юлмарĕç. Агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Суворов ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн водительне В. Орлова «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Муркашри выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин пуçлăхне Н. Яковлева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ выльăх тухтăрĕ» хисеплĕ ят пачĕç. «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăх механизаторĕ М. Димитриев, «Ударник» хуçалăх тракторист-машинисчĕ Н. Максимов, Ильич яч. хис. хуçалăх бухгалтерĕ Л. Михайлова, хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçи А. Толстов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаевăн Тав çырăвĕпе сехетне илме тивĕçрĕç. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин электромонтерне А. Карандаева Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе, районти общество Канашĕн членне В. Краснова пĕтĕм Раççейри муниципалитет йĕркелĕвĕсен конгресĕн Хисеп паллипе чысларĕç. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченне Ю. Жукова районăн Хисеп кĕнекине кĕртни те ырă самант пулчĕ. Тĕрĕссипе каласан, иртнĕ çул ĕçре палăрнă кашни ĕçчен район кунне халалланă уявран киле парнесĕр таврăнмарĕ.
Уява районти культура ĕçченĕсем, шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе илемлĕрех те хăтлăрах турĕç. Курма пынисем сцена çине тухнă хамăр ентеш артистсен пултарулăхĕпе те савăнчĕç.
А. БЕЛОВ.
Сентябрь 2026 |
