«Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçа кĕртекен пĕлтерĕшлĕ регион проекчĕсенчен пĕри – «Цифровая образовательная среда». 2024 çулчченхи тапхăр валли пăхса хунă асăннă проект шайĕнче туса ирттермелли ĕçсем, татса памалли задачăсем пирки район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя ДИПЛОМАТОВА каласа пама кăмăл турĕ:
– Шкулсенче вĕренекенсен хăйсен пĕлĕвне ÿстермелли тата харпăр хăйне аталантармалли хальхи хăрушлăхсăр цифра вĕренÿ тытăмне йĕркелес задачăна «Цифровая образовательная среда» регион проектне пурнăçа кĕртсе пынă май татса пама палăртнă. Çакă вара пĕчĕк задача мар. Пĕтĕм информаципе коммуникаци инфраструктурине çĕнетсе улăштарма тивет, электрон вĕренĕвĕн хальхи технологийĕсен кадрĕсене хатĕрлемелле пулать. 2024 çул вĕçленнĕ тĕле вара ялти пур шкула та 50-Мб/с хăвăртлăха тивĕçтерекен Интернет-çыхăнупа сыпăнтармалла. Пурин те вĕсен гарантиленĕ Интернет-трафик пулма тивĕç.
Çак вăхăта илес пулсан, цифра вĕренÿ мелĕсем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Районти пур вĕренÿ организацийĕн те Интернет сетĕнче харпăр хăйĕн официаллă сайчĕ пур. Апла пулин те хăшĕсем хăйсен вĕренÿ организацийĕпе çыхăннă информацисене сайтра вăхăтра вырнаçтарма тăрăшмаççĕ. Çакă вара информаци ресурсĕсен уççăнлăхне тата вĕсемпе пурте усă курма пултарассине чăрмав кÿрет.
Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ тата хушма пĕлÿ программисемпе вĕренекенсен 90 проценчĕ валли федерацин цифра вĕренÿ тытăмĕн информаципе сервис платформипе усă курса цифра вĕренÿ профильне тата харпăр хăйĕн вĕренÿ планне йĕркелес задача тăрать.
Вĕренÿ сфери малашлăхлă пулса тăрать, вăл пуласлăхшăн ĕçлет. Çывăх малашлăхра шăпах хальхи шкул ачисен паянхи пурнăçа малалла аталантарма тивет. Апла пулсан общество пурнăçĕ паян эпир малашлăх требованийĕсене тивĕçтерекен çынна воспитани парса пăхса ÿстерме пултарнинчен килет те. Çавăнпа та патшалăхшăн çакă вăл – питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ задача. Ăна епле тимлĕх уйăрнинчен ытларах енчен çĕршывăн аталану ăнăçлăхĕ те килет. Çавна шута илсе иртнĕ çул районĕпе вĕренÿ сфери валли пĕтĕмĕшле 440 млн ытла тенкĕ уйăрнă пулсан, кăçал ку хисеп 447 млн та 410,6 пин тенкĕпе танлашать.
Вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника базине лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Ен Вĕренÿ министерстви 2019 çул вĕçлениччен республика бюджечĕ шучĕпе ача сачĕсен апат-çимĕç блокĕсене çĕнĕ оборудованипе, шкулсене компьютерсемпе тивĕçтерме пăхнă. Шкул ачисен инженерипе проект ăсталăхне аталантарма çĕнĕ вĕренÿ çулне тытăниччен 14 шкула робот техникин оборудованийĕпе тивĕçтерме май килчĕ.
«Наука в школу» вĕренÿ проекчĕ шайĕнче Муркаш шкулне физика енĕпе лаборатори обрудованийĕпе пуянлатрăмăр. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулсенчен вĕренсе тухакансен 38 проценчĕ (2017 – 2018 вĕренÿ çулĕнче – 30,94 процент) хăйсем суйласа илнĕ тăрăх çак предметпа экзамен тытрĕ. Вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ çапла пулчĕ: физикăпа ЕГЭ вăтам балĕ – 53,29 (2017 – 2018 вĕренÿ çулĕнче – 50,88). Лайăхрах еннелле улшăну пур пулин те, ку вăл çителĕксĕрри куçкĕрет. Апла пулсан вĕренÿ организацийĕсен ертÿçисен физика учителĕсене професси ăсталăхне лайăхлатма квалификацие ÿстермелли курссене ярасси пирки те шухăшласа пăхас пулать.
«Вĕренÿ» наци проектне пурнăçа кĕртесси ачасемпе çамрăксен пултарулăх майĕсене тупса палăртассипе, вĕсене аталантарма майсем туса парассипе çыхăннă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул ачисен пĕтĕм Раççей тата регион шайĕсенчи олимпиадисен муниципалитет тапхăрĕнче 7 – 11 классенче вĕренекен 1335 ача хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне тĕрĕслеме пултарчĕ. Олимпиадăсен регион тапхăрне 46 шкул ачи хутшăнма тивĕçрĕ. 1 участник республика шайĕнче мала тухма пултарчĕ, 8-ăн 7 предметпа призерсем пулса тăчĕç. Вăл шутран 2-ĕн – Муркаш шкулĕнчен, 4-ăн – Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчен, 1-шер – Çатракасси, Москакасси тата Йÿçкасси шкулĕсенчен. Олимпиадăсен регион шайне хутшăннин эффективлăхĕ 15,2 процентпа танлашрĕ. Пĕр вĕренекен чăваш чĕлхипе халăхсем хушшинчи олимпиада çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Шкулсен администрацийĕсен предметник-учительсемпе пĕрле шкул ачисене олимпиадăсене хатĕрлессин системине пăхса тухса çĕнетсе улăштарас пулать, республикăри «Кванториумсен», И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн коллаборацин Абруков ячĕллĕ наука çурчĕн базисемпе анлăрах усă курни кирлĕ, ачасене профиль сменисене, çуллахи тата заочнăй шкулсене ямалла.
Эпир сирĕнпе информацисен тата информаци технологийĕсен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Компьютерсăр, гаджетсăр, смартфонсăр паянхи пурнăç мĕнле пуласси пирки шухăшлама та пултараймастпăр. Анчах та пĕтĕм тĕнче сечĕ паянах ĕнтĕ пирĕн ачасемшĕн хăрушлăхсăр тесе калама май çук. Социаллă сетьсен тапхăрĕнче пирĕн, аслисен, уйрăмах тимлĕ пулни кирлĕ, çитĕнекен ăрăва информацисен анлăшĕнче çухалса каясран асăрхаттарма пĕлмелле. Вĕсем унтан хăйсемшĕн чăннипех те кирлине кăна илччĕр. Апла пулсан вĕренÿ организацийĕсенче цифра гигиени çине пысăк тимлĕх уйăрни кирлĕ. Çак ĕçе ачасемпе кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те туса пырас пулать.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.
Сентябрь 2026 |
