Пĕрлехи информаци кунĕнчен: Район хаçачĕ кашни килтех пулма тивĕç

Категория: Главные новости Опубликовано: 16.10.2019, 16:30 Просмотров: 469

Иртнĕ юнкун, пĕтĕм республикăри пекех, пирĕн районта та Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунне ирттерме района республика тĕп хулинчен Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсен министрĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ушкăн ертÿçи тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев  çав кун Йÿçкасси ял тăрăхне çитсе курчĕç, «Ударник» ял хуçалăх производство кооперативĕн администрацийĕнче, Йÿçкассинчи тата Матьăкри Культура çурчĕсенче, Вăрманкассинчи клубĕнче ял çыннисемпе тĕл пулусем йĕркелерĕç. Тĕл пулусене çавăн пекех Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин та хутшăнчĕ.

Ял çыннисемпе тĕл пулнă май, ушкăн ертÿçи Вениамин Петров республика Пуçлăхĕн указĕ шайĕнче республикăра туса ирттерме палăртакан ĕçсене анлăн çутатрĕ, «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе Шупашкар агломерацине кĕрекен районсенче çулсене тĕпрен юсаса нормативлă шая çитерессипе епле калăпăшлă ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ, çырăнтару кампанийĕ çинче чарăнчĕ. Ростислав Тимофеев вара ку енĕпе районта туса ирттерекен ĕçсем пирки каласа кăтартрĕ.

«Ударник» хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Владислав Ананьев тĕл пулура палăртнă тăрăх, хуçалăх çулталăка япăх мар вĕçлет. Тĕштырă унчченхи çулхинчен икĕ хут ытларах пухса кĕртме пултарнă. Тухăç пĕр гектар пуçне вăтамран 33 центнерпа танлашнă. Апла пулин те кадрсен ыйтăвĕ çивĕччи куçкĕрет. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекен çитмест. Çавна май кунти ĕçсене аякран килсе çÿрекенсене явăçтарма тивет. Акă икĕ сĕт-çу ферминчен пĕринче ĕçлекенсем вырăнта пурăнакансем пĕтĕмпе те иккĕн кăна. Ытти ĕçе те çынсене автобуспа катаран илсе килеççĕ. Çакă йĕркеллех мар. Вырăнта пурăнакансем ĕçлемесĕр те пурăнма пулать тесе шутлаççĕ пулас.

Йăлари çÿп-çап ыйтăвне хускатакансем паян та пур-ха: контейнерсем пирки те, нормативсем пирки те. Ростислав Тимофеев ăнлантарса панă тăрăх, районĕпе контейнер площадкисене 330-а яхăн хатĕрленĕ. Вĕсенче вырнаçтарма 660-тан кая мар контейнер кирлĕ пулать. Уйăрса панă укçа-тенкĕпе евроконтейнерсене туяннă, çывăх вăхăтрах вырнаçтарса парĕç. Районта ку ĕç пырать. Апла пулсан Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи ялсенче те контейнерсем пулĕç. Çитмен контейнерсене регион операторĕ туянса вырнаçтарать. Çавăн пекех мониторинг ирттерсе çÿп-çап пурăнакан пĕр çын пуçне çулталăкĕпе мĕн чухлĕ пухăннине çĕнĕрен шутласа палăртнă хыççăн тÿлев сумми те чакма кирлĕ. Çÿп-çапа вырăнсенчен эрнесерен турттарса тăма тытăнаççĕ. Графикĕпе çынсене çывăх вăхăтрах паллаштарĕç.

Пĕрисем нормативсем, контейнерсем пирки ыйту пуçараççĕ пулсан, çав вăхăтрах ыйтăва пуçхĕрлĕ лартакан та тупăнчĕ. Йÿçкасси ял тăрăхĕнче килти хуçалăхсенче çÿп-çап пачах пухăнман ял та пур иккен. «Апла пулсан пирĕн çÿп-çапшăн мĕншĕн тÿлемелле?» - тесе ыйтать. Ростислав Тимофеев вара унран çапла ыйтрĕ: «Ун пек пулсан регион операторĕ ĕçлеме тытăннăранпа «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ 24 пин кубла метр çÿп-çапа ăçтан турттарса тухнă-ши? Районти ялсенчен мар-ш?» Каккуй унта çÿп-çап çук теме. Контейнер площадкисем туса панă хыççăн хăшĕ-пĕри çунтарма май пур хăрăк-марăкне те, тымар-пахча çимĕçĕн тислĕк купи çинче çĕртме май пур çулçи-çеçкине те унта сĕтĕрет. Ахăртнех хăйĕн пахчи хыçĕнче санкцилемен свалка йĕркеленĕ çын кăна паян «манăн çÿп-çап çук» тесе калама пултарать пулĕ.

Хăйсен килти хуçалăхĕнчи сурăх-качакине, йыттине ирĕкре çÿретекенсем те пур. Уйрăмах Вăрманкасси енче кун пеккисем йышлă иккен. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин вара ял çыннисене хăйсене яваплăрах пулма ыйтрĕ. Пĕр-пĕрне пурте пĕлеççĕ, кураççĕ. Апла пулсан асăрхаттарма именмелле мар. Ăнланмаççех пулсан вара кун пеккисем тĕлĕшпе акт çырса ял тăрăх администрацине çитерсе памалла кăна. Айăплине явап тыттарма май пулĕ.

Шыв, урам хушшинчи çул ыйтăвĕ чылайăшне канăçсăрлантарни палăрать, налук ыйтăвĕсене те хускатакансем пулчĕç. Ростислав Тимофеев хальхи вăхăтра вырăнти кун пек ыйтусене татса пама пуçарулăх бюджечĕн мелĕ питĕ меллĕ пулни пирки каласа кăтартрĕ, тĕслĕхсем илсе пачĕ. Мĕншĕн тесен ыйтăва пĕр çулталăк хушшинче татса пама май пур, кирлĕ укçа-тенкĕн ытларах пайне республика уйăрса парать. Çитменнине ку мелпе объектсем хута яма кирлĕ укçа-тенкĕ шучĕпе ял çыннисем пухмалли суммăна малашне 20 процентран 10 процента кăна хăварасси пирки сăмах пырать. Çавăнпах ĕнтĕ Вăрманкасси ялĕнче пурăнакансем хушшинче çапла сĕнекенсем те пулчĕç: «Айтăр-ха эпир те, хамăр урамра пурăнакансем, пĕрле пухăнса калаçар та укçа пухма тытăнар. Урам çулне пĕрле тăвар».

Хăшĕ-пĕри вырăнти ыйтусене татса памалли асăннă мелсене, налук çĕнĕлĕхĕсене, ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене ăнкарсах та илейменни палăрать. Ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ ку ыйтусем çине хуравне те, район пурнăçĕпе çыхăннă ырă ĕçсем пирки те вара чи малтанах район хаçатĕнче тупса вулама пулать. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тĕл пулусенче район хаçачĕ паян кашни килтех пулмалли пирки каларĕ.

 

 

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4