Пĕрлехи информаци кунĕ районта сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртрĕ. Ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсен министрĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн членĕсем, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Тĕл пулусенче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртессипе 2019 çулта Чăваш Республикинче туса ирттерекен ĕçсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче йăлари çÿп-çапа пухмалли вырăнсене контейнерсемпе тивĕçтересе пĕтересси, кĕрхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни тата ял хуçалăх продукцине сутассипе «Дары осени - 2019» уйăхлăх ирттересси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене çитес хĕл кунĕсем валли хатĕрлесе çитересси пирки сăмах пычĕ. Тĕл пулусенче çынсем хăйсене интереслентеркен ыйтусем çине те хурав илме пултарчĕç.
Ушкăн ертÿçи Вениамин Петров район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа çав кун Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн территорийĕнче йĕркеленĕ тĕл пулусене хутшăнчĕ. Тĕл пулусем вара Мăн Хураçкари тата Вомпăкассинчи ял клубĕсенче, Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнче иртрĕç. Ял çыннисемпе ирттернĕ тĕл пулусенче çавăн пекех Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Наталья Мареева та пулчĕ.
Вениамин Иванович информаци кунĕн кунĕн ыйтăвĕсене анлăн çутатрĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне республикăра мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни пирки чарăннă май, унăн шайĕнче республикăра 7 регион проекчĕпе ĕçлени пирки каларĕ. Çав тĕллевпе кăçал кăна республика валли тĕрлĕ шайри бюджетран 2 млрд та 240 млн тенкĕ уйăрнă. Ытларах - федераци бюджетĕнчен. Район шайĕнче те лайăх еннелле улшăнусем пулни палăрать. Уйрăмах çакна пуçламăш медицина пулăшăвĕн тытăмĕ пирки каламалла. Юлашки çулсенче кăна районта 5 ФАП çĕнĕрен хута янă. Тумаллисем черетре татах 6.
Апла пулин те мĕнле ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрмалли те палăрать. Вениамин Петров акă мĕнле статистика илсе кăтартрĕ. Республикипе 86 врач, ятарлă пĕлÿ илнĕ вăтам специалистсем 352 çитмеççĕ. Ростислав Тимофеев каланă тăрăх, ку ыйту пирĕн районшăн та актуаллă. Вырăнсенче çĕнĕ ФАП-сем хута каяççĕ, анчах та ĕçлеме специалистсем çук. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Мăн Хураçкара та çавăн пекех. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе малашне медицина кадрĕсене бюджетлă вырăнсенче ытларах вырăнти медицина учрежденийĕн направленийĕпе вĕрентсе хатĕрлеме тытăнас задача тăрать.
Республикăра йăлари çÿп-çапа пухса тирпейлессин çĕнĕ системине пурнăçа кĕртме тытăннăранпа çулталăк пулать. Ыйтусене пĕтĕмпех татса панă теме çук-ха. Хальхи вăхăтра контейнер площадкисене хатĕрлесе çитерессипе, контейнерсем вырнаçтарассипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Районта та ку ĕç чи хĕрÿ тапхăрта. Тĕл пулусенче те çÿп-çап ыйтăвне, вăл шутра тарифсем, номативсем, тÿлев йĕрки пирки хускатакансем пулчĕç. Çапах та çирĕплетсех çавна кăна калама пулать. Каялла çул пулма пултараймасть. Йăлари çÿп-çапа пухса тирпейлессин ыйтăвне цивилизациллĕ майпа татса памасăр ниепле те май çук. Унсăрăн çырмасемпе улăхсем, вăрман тăрăхĕсемпе çул хĕррисем тĕрлĕ тасамарлăхпа тулса ларасси куçкĕрет. Сăмах май, хăнăхнă ку йăлана пăрахайманнисем Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче халĕ те пурри палăрать. Кил-çуртри тасамарлăха «куç курман» çĕре сĕтĕрĕкенсем паян та пурри пирки асăнчĕç.
Апла пулсан ял çыннин çÿп-çап пулмасть тенипе ниепле те çырлахма май çук. Кăçалхи 8 уйăхра районти ялсенчен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн ятарлă транспорчĕ полигона 21 пин те 300 кубла метр çÿп-çап тиесе тухни те çакна лайăх çирĕплетет. Ростилав Тимофеев каланă тăрăх, çÿп-çап пухмалли вырăнсене вырнаçтарма çак вăхăта 156 контейнер илсе килнĕ ĕнтĕ, татах 476 илсе килмелле. Ятарлă площадкăсене нормативпа пăхнă пек хатĕрлесе çитернĕ май, контейнерсене вырнаçтарма пуçăнаççĕ.
Ял çыннисем çавăн пекех пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе çитес çул вырăнти хăш-пĕр ыйтусене татаса пама май пуласси, автомобиль çулĕсен хĕррисене ÿссе кайнă тĕмсемпе хунавсенчен тасатса тирпейлесси, ялсенчи ишĕлсе ларакан хуралтăсен хуçисенчен çирĕпрех ыйтма пуçăнасси, çынсене çÿп-çапа çунтарма чарасси пирки ыйтусем çĕклерĕç. Чăнах та, йĕркелĕхĕ, тирпейлĕхĕ, тасалăхĕ пурне те кирлĕ. Апла пулсан яваплисенчен çирĕпрех ыйтасси те, вырăнти ыйтусене татаса парассишĕн пурте пĕрле тимлесси те пулмаллах.
Информаци ушкăнĕн членĕсем республикăра, районта уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни, хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленни пирки те каласа кăтартрĕç. Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх, хирти ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Коммуналлă хуçалăх предпритяийĕн, культура тата социаллă, пурăнмалли çурт-йĕр объекчĕсене ăшă йышăнма, пĕтĕмĕшле илсен, хатĕрлесе çитернĕ. Коммуналлă хуçалăх предприятийĕн энергоресурс организацийĕсем умĕнче парăмсем çук. Апла пулсан хутса ăшăтмалли тапхăра пуçлассипе пăтăрмахсем пулмĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.
Сентябрь 2026 |
